Комсомольский муниципальный округ

Пирĕн республика. Тĕп тема.

Транспорт аталанăвĕ тата пассажирсене транспортпа илсе çỹрессин пахалăхĕ

Хальхинче Шупашкарти аэропортри, Чăвашавтотрансăн Шупашкарти пассажирсен автотранспорт предприятийĕнчи тата Шупашкарти троллейбус управленийĕнчи репортажсем республикăри виçĕ массăллă информаци хатĕрĕн - "Советская Чувашия" хаçатăн, "Чувашия" ПТРК тата Наци телерадиокомпанийĕн - çĕнĕ медиапроекчĕн тема тăсăмĕ пулĕç.

Пурнăç пысăк хăвăртлăхпа пырать

Республика Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьевпа Шупашкар - Мускав авиарейс çине васкатпăр. Вĕçеве "РусЛайн" компани пурнăçлать. Паян Чăваш Республикин тĕп хулинчи сывлăш гаванĕнчен Мускава çеç мар, Санкт-Петербурга, Уфана, Самарăна тата Турцинчи Анталине çитме май пур. Пурнăçра чи пысăк хăвăртлăхпа вĕçекен транспорта кăмăллакансен йышĕ ỹссех пырать. Шупашкарти аэропорт директорĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Юрий Никитин каланă тăрăх, иртнĕ çул 3 пин те 803 рейса вĕçеве кăларнă, кĕтсе илнĕ, мĕнпурĕ 58 пин пассажир ыйтăвне пурнăçланă. Çапах та рентабельлĕхе ỹстерес тесен вĕçевĕн географи анлăшне пысăклатса кăтартăва икĕ хут ỹстермелле.

Пассажирсем кĕтекен вырăнта лăк тулли çын. Михаил Васильевич çамрăк хĕрача самолетпа епле час-час вĕçнипе кăсăкланать. "Мускава - кашни эрнере" - хуравлать вăл. Пысăк хулара унăн бизнес, ыйтусене кая юлмасăр татса пама тивет-мĕн. Калаçăва хутшăннă Татьяна Журавлева ывăлĕпе самолетпа Мускав урлă килне вĕçет. Унăн вара Хабаровска çитмелле. Аякри хăнасем Шупашкар капăрлăхĕнчен, тарават та кăмăллă халăхĕнчен, наци тумĕнчен тĕлĕннĕ. Чăвашсем пурăнакан ялсем кăмăла кайнине те палăртнă хĕрарăм: газ, асфальт çул... Хабаровск крайĕнче кун пек ырлăх çук иккен.

"СЧ" корреспонденчĕпе калаçнă май, Михаил Васильевич 2011 çулта правительство панкрута тухнă "Чăваш авиалинийĕнчен" аэропорт комплексне тỹлесе илнине пĕлтернĕ. Паян аэропорт республика бюджечĕн укçи-тенкипе пурăнать. Хаклă ырлăх, çапах та инвестицисене республикăна кĕртес тесен сывлăш гаванĕсĕр те май çук.

2012 çултанпа пассажирсен шучĕ икĕ хут ỹснĕ. Самолетсем вĕçсе хăпарса анса лармалли полоса пысăк пахалăхлă, Ил-76 тата Боинг-737 йышшисене те йышăнать. Ахальтен мар ĕнтĕ коллектив Европа чемпионатне хутшăннă спортсменсене питĕ ăнăçлă та кăмăллă кĕтсе илнĕ. Çав вăхăтрах аэровокзалăн тĕп çуртне реконструкцилемелле. Михаил Игнатьевăн тĕп тĕллевĕ - пассажирсен юхăмне çулталăкне çĕр пине çитересси. Ун чухне вара республика бюджечĕн тăкакĕ те сахалланĕ.

Солярка вырăнне - шурлăх газĕ

Михаил Игнатьева "Чувашавтотранс" патшалăх унитарлă предприятийĕн генеральнăй директорĕ Евгений Мореплавцев тата ПАТП директорĕ Анатолий Димитриев кĕтсе илнĕ хыççăн федераллă программăпа килĕшỹллĕн тин çеç илнĕ пилĕк çĕнĕ автобуспа паллаштараççĕ. Пурте çутçанталăк газĕпе ĕçлеççĕ.

Телейлисем хушшинче хĕрарăм та пур. Анастасия Николаева - çичĕ хĕрарăм-водительтен пĕри. Çĕнĕ автобус уççине алла илнĕ Сергей Садков вара Йошкар-Олари патшалăх автотранспорт предприятийĕсем хупăннă хыççăн кунта ĕçлеме пикеннĕ. Çутçанталăк газне усă курни предприяти расхучĕсене чакарма пулăшĕ. Шурлăх газĕ (метан) кашни автобусран çулталăкне 400 пин тенкĕ перекетлеме май парĕ. Паян вара çакнашкал топливăпа ĕçлекен 42 автобус. Хальхи вăхăтра çутçанталăк газĕн заправки Шупашкарта пĕрре çеç. Малашлăхри 2-3 çулта Чăваш Ен Газпромпа тунă килĕшỹпе Çĕнĕ Шупашкарпа Канашра та çĕнĕ заправкăсем уçăлмалла.

Михаил Игнатьев хăй те предприяти работникĕсем умĕнче çĕнĕ автобуспа çỹресе пăхма хирĕçлемен. Конкурсра вара профессионалсем руле питĕ ăста тытса пынине кăсăкланса пăхнă. Унта "ас" шутланакан вуникĕ водитель хутшăннă. Шăпах вĕсем Михаил Игнатьевпа пассажирсене автобуспа турттарнă чухне тĕл пулакан проблемăсене хускатнă.

- Шупашкарти ПАТПра 276 единица техника;

- Предприяти 162 маршрута тивĕçтерет: хуларисем - 23, хула çумĕнчисем - 98, облаçсем хушшинчисем - 18;

- Мĕнпурĕ 367 водитель,147 кондуктор, 98 инженер-техник.

Электричествăпа çỹрекен социаллă транспорт

"Чебоксарское троллейбусное управление" предприяти директорĕ Александр Каныгин Михаил Игнатьевпа экскурси ирттернĕ хыççăн акă мĕнле пĕтĕмлетỹ тунă. Юлашки виçĕ çулта предприяти паркне çĕнĕ 12 машина хушăннă. Пĕрлештернĕ бюджета вăл 42 миллион та 100 пин тенке кайса ларнă. Машинăсем маларахрисенчен меллĕ те, шанчăклă та. Управленинче техникăна тытма пĕлни те курăнать. Михаил Игнатьева та хăйсен специалисчĕсем тĕпрен юсанă унчченхи троллейбуса кăтартнă.

Республика ертỹçи çĕнĕ çулсем тăвас, киввисене анлăлатас ĕç мĕнле пулса пыни çинче те чарăнса тăнă. Иртнĕ çул çак тĕллевпе 843 миллион тенкĕ укçа тăкакланă. Кăçал вара çак сумма тата ытларах - 3 миллиард та 843 миллион тенкĕ.

Михаил Игнатьев Александр Каныгинпа журналистсен ỹкерекен ушкăнне пĕрремĕш маршрутлă троллейбуспа ларса кайма сĕннĕ. Çакă, вăл калашле, обществăри лару-тăрăва хак памалли чи лайăх барометр. Пассажирсен калаçăвĕнчен вара электричество вăйĕпе ĕçлекен транспорта ỹпкев çукки палăрнă. Ун вырăнне вĕсем эмел, коммуналлă пулăшусен тата ыттисен хакĕсем ỹсни пирки пăшăрханса калаçнă.

Çулçỹрев вăхăтĕнче маршруткăсем çине-çине капланса çула пỹлсе хуни те куç умĕнчех пулнă, çирĕпленнĕ. Михаил Игнатьев хула администрацийĕн пуçлăхне Алексей Ладыкова тата унăн çумĕсене лару-тăрăва йĕркелеме, ыйтăва татса пама ыйтнă. "Машинăсемпе тулнă урама ĕç пỹлĕмĕнчи чỹречерен курнипе танлаштарсан, кунта проблемăсем ытларах курăнаççĕ", - тенĕ вăл.

("Советская Чувашия" хаçатран)



"Каçал Ен"
01 августа 2015
10:56
Поделиться
;