Комсомольский муниципальный округ

Ăмăртăва хутшăнма йыхравлатпăр

Районта пурăнакансене сывă пурнăç йĕркине пăхăнса пурăнма хăнăхтарас, спорт ăсталăхне ỹстерес тата чи пултаруллисене палăртас тĕллевпе августăн 8-мĕшĕнче, "Кĕтне" физкультурăпа спорт комплексĕнче Физкультурник кунне халалланă ăмăртусем иртĕç. Çав кунах Сывлăх кунĕ те пулать. Унта ял тăрăхĕсен, вăтам шкулсен, организацисемпе предприятисен командисем хутшăнма пултараççĕ.

Программăра: - çăмăл атлетика: 100, 400 метра чупасси, тăршшĕне сикесси (арçынсем); 100, 400 метра чупасси, тăршшĕне сикесси (хĕрарăмсем), 60, 400 метра чупасси (40 тата 60 çулсенчен пуçласа ветерансем);

- пляж волейболĕ: арçынсемпе хĕрарăмсен командисем;

- мини-футбол: организацисемпе ял тăрăхĕсен командисем (8 çын);

- винтовкăран пересси: руководительсемпе ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем;

- чушкăлла вылясси (городки);

- "Ветераны" тата "Молодежь" командăсем футболла вылĕç.

Çĕнтерỹçĕсемпе призерсене Хисеп грамотисем тата медальсем кĕтеççĕ.

Врач тата команда тăратакан ертỹçĕ çирĕплетнĕ заявкăсене ăмăртăва килнĕ чухне илсе пымалла.

ЙĔРКЕЛỸ КОМИТЕЧĔ



"Каçал Ен"
05 августа 2015
17:06
Поделиться