Комсомольский муниципальный округ

Черетлĕ планеркăра

Тунтикун, августăн 10-мĕшĕнче, иртнĕ ирхи планеркăра икĕ ыйту пăхса тухрĕç. Пирваях капиталлă строительство тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пайĕн начальникĕ Александр Краснов вырăнти пĕлтерĕшлĕ тата ялсем хушшинчи çул-йĕре тытса тăма уйăрнă укçа-тенке епле усă курни çинче чарăнса тăчĕ.

2015 çулхи пĕрлештернĕ бюджетра çул-йĕр ĕç-хĕлĕ валли 41 млн та 734 пин тенкĕ уйăрнă. Вырăнти пĕлтерĕшлĕ автоçулсене тытса тăма палăртнă 10 млн та 426 пин тенкĕрен асăннă кун тĕлне 8 млн та 681 пин тенкине (83%) тăкакланă та.

Район территорийĕнчи пурте усă куракан çулсене тытса тăма, тĕпрен юсама, сарма, проект ĕçĕсем тума бюджета 29 млн та 100 пин тенкĕ хывса хăварнă. Çак йышши çулсем валли уйăрнă укçа-тенкĕн 45 процентне кăна, 1 млн та 404 пин тенкĕ, тăкакланă.

Çулталăк пуçланнăранпа çичĕ уйăх хыçа юлчĕ пулин те, çул сарма хывса хăварнă укçа-тенкĕн 12 процентне кăна ĕçе кĕртнĕ. Хальхи вăхăтра Урмаел тата Тукай Мишер ялĕсенчи Муса Джалиль, Садовая урамсенче автоçул тăваççĕ. Нĕркеç ялĕнчи культура çурчĕ патне пыракан çул строительстви пуçланнă. Çывăх вăхăтри плансенче - Комсомольски ялĕн кăнтăр-хĕвеланăç енчи пурăнмалли секторта, Чернов урамĕнче тата Çĕнĕ Шăхранти Комсомольская урама çул сарма пуçласси. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Самаркин çул-йĕр строительствине, юсав ĕçне хăвăртлатма хушу пачĕ, мĕншĕн тесен ку ĕçсем çанталăк сивĕтсен тумаллисем мар-çке.

Сентябрĕн 13-мĕшĕнче пулакан Пĕрлехи суйлав кунне хатĕрленес ĕç районта епле пынипе территориллĕ суйлав комиссийĕн председателĕ Новелла Розова паллаштарчĕ. Район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ пулма пурĕ 60 кандидат заявлени панă, августăн 10-мĕшĕ тĕлне вĕсенчен 44-шне регистрациленĕ. Ял поселенийĕсен депутачĕ пулма документсем панă 270 çынран кандидат удостоверенине хальлĕхе 235-ĕн алла илнĕ. Планеркăра ытти ыйтусене те сỹтсе яврĕç.

Л.ШУРЯШКИНА



"Каçал Ен"
12 августа 2015
10:11
Поделиться
;