Комсомольский муниципальный округ

Паха вăрлăхăн тупăшĕ пысăк пулĕ

Паллă вырăс учĕнăйĕ К.А.Тимирязев çапла çырнă: "Вăрлăх - пурнăç тĕслĕхĕ, ыйхăран вăраннин символĕ". Чăннипех çак пĕчĕк пĕрчĕре ытарлăх, вăрттăнлăх пытаннă - ирĕке тухакан пурнăç вăйĕ. Чухламан çын ỹсен-тăран вăрлăхне алă тупанĕ çине хурса тем пек тĕмсĕлсе пăхсан та хăйне кăсăклантараканни нимĕн те тупаяс çук. Акса-ỹстерсе курнă çын вара унра çĕнĕ пурнăç паракан асамлă вăй пуррине лайăх пĕлет. Тĕлĕнтермĕш мар-и, пĕчĕкçеç вăрăран пĕлĕте кармашакан йывăçсем çитĕнеççĕ, куçа килентерекен чечексем çеçкеленеççĕ, тутлă пахча çимĕç, тырă-пулă тупăш параççĕ.

"Раççей ял хуçалăх центрĕ" ФПУ ЧР филиалĕн районти уйрăмĕнче çулталăкĕпех хĕрỹ ĕç вĕрет. Кунта тăрăшакансен кĕрĕк арки йăваласа ларма вăхăт çук. Вĕсем акмалли вăрлăхăн тата сутмалли тухăçăн пахалăхне, сорт тасалăхне, анасем çинчи çум курăкĕсен шайне шута илсе тĕрĕслеççĕ, чир-чĕр тата сиен кỹрекен хурт-кăпшанкă тĕлĕшĕпе тĕпчеççĕ, сортлă вăрлăх çитĕнтермелли чи лайăх условисене палăртаççĕ. "Раççей ял хуçалăх центрĕ" ФПУ ЧР филиалĕн Комсомольски районĕнчи уйрăмĕн ĕçченĕсем çавăн пекех ял хуçалăх предприятийĕсенчи вăрлăх пахалăхне тивĕçтерекен мероприятисене тивĕçлĕ пурнăçланине (анасене çум курăкран вăхăтра тасатнине, агротехникăна пăхăнса ĕçленине, вăрлăха усрамалли условисене, документацине тĕрĕс тунине тата ыттине те) тимлеççĕ.

Çĕр ĕçченĕсем акмалли вăрлăха, удобренине, сиен кỹрекен хурт-кăпшанкăна пĕтерекен наркăмăша, гербицида "Раççей ял хуçалăх центрĕн" ФПУ ЧР филиалĕн районти уйрăмĕнчен илме тăрăшаççĕ. Пахалăхне тĕрĕсленĕ, шанчăклă тавара усă курнă чухне пăхăнмалли требованисене те тĕплĕн ăнлантараççĕ кунта. Пахча-çимĕç чирлесен те çынсем тупсăмне шыраса вĕсем патне васкаççĕ. Опытлă ĕçченсем кĕске вăхăтрах тĕпчесе кирлĕ канашсем параççĕ, сиплемелли эмелпе те тивĕçтереççĕ. Пысăк пĕлтерĕшлĕ ыйтусемпе килекен ял хуçалăх пĕрлешĕвĕсен ертỹçисемпе агрономĕсене те кунта яланах тарават кĕтсе илсе кĕске вăхăтра паха пулăшупа тивĕçтереççĕ.

Эпĕ пынă чухне агрономсем "Слава" ял хуçалăх кооперативĕн кĕрхи туллин пахалăхне тĕрĕслетчĕç. Сăмах май каласан, çак хуçалăх элита вăрлăх туянса акса пысăк тупăш илме тăрăшать. Çавăн пекех "Рассвет" ЯХПК та 2014 çулта кĕрхи туллăн "Харьковская-92", çурхи урпан "Эльф" супер элитăллă сортне илсе акнă.

Н.В.Чернова районти уйрăмра вăтăр çул тăрăшать. Вăл тимлĕ ертỹçĕ, опытлă ĕçчен пулнă май Н.Бормотина тата В.Рыжова агрономсене яланах пулăшать, ĕç йĕркине вĕрентет. Ĕçтешсем пĕр-пĕрне хисеплесе, килĕштерсе ĕçлеççĕ. Çакă вара кал-кал пыракан ĕçĕн тухăçлăхне ỹстерет. Надежда Васильевна хуçалăхсем вăрлăха çĕнетсе, пахалăхне шута илсе ĕçлени тухăç илессине ỹстернине палăртса калать.

"Раççей ял хуçалăх центрĕ" ФПУ ЧР филиалĕн районти уйрăмĕн ĕçченĕсем ĕçе парăнса тăрăшни агропромышленноçра вăй хуракансене курăмлă пулăшу парать.

С.ЕФИМОВА



"Каçал Ен"
12 августа 2015
09:57
Поделиться
;