Комсомольский муниципальный округ

Пирĕн республика. Тĕп тема

"Çурт-йĕр" программа пурнăçланăвĕ

Августăн 6-мĕшĕнче "Чăваш Ен" ПТРК-н, Наци телерадиокомпанин тата "Советская Чувашия" хаçатăн пĕрлехи проекчĕн "Пирĕн республика. Тĕп тема" черетлĕ кăларăмĕ кун çути курчĕ.

Икĕ сменăпа ĕçлеççĕ

ЧР Пуçлăхĕн ĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев "Университетский-2" микрорайон мĕнле çĕкленнине çитсе курчĕ. "Тус" строительство компанийĕн ертỹçин Николай Угасловăн кунта кăтартмалли те, каласа памалли те нумай. Ку микрорайонта 15 пин çын пурăнĕ, 1600 ача валли шкул, икĕ ача сачĕ тата лавккасем туллиех пулĕç. Планпа пăхнă 350 пин тăваткал метр çурт-йĕртен 130 пинне çынсене панă ĕнтĕ. Стройка кунта тата çичĕ çул пымалла. Михаил Игнатьев кирпĕч хуракансемпе, монтажниксемпе тĕл пулса калаçрĕ.

Завод Маркине - чыс

"Тус" АХО строительствăра хăй туса кăларнă кирпĕчпе усă курать. "Кетра" строительство керамикин завочĕ Красноармейски салинче вырнаçнă. Кунта çĕнĕ йышши технологисемпе усă курса паха, тĕрлĕ йышши тăмран кирпĕч туса кăлараççĕ. "Кетра" кирпĕчĕ çăмăл та ăшă. Ăна республикăра кăна мар, çĕр-шыври урăх регионсем те кăмăллаççĕ. Хăшĕ-пĕри "Кетрăн" керама блокĕсенчен стенасем валли панельсем тума та ăс çитерет. Кирпĕч çирĕплĕхне заводра Германирен илсе килнĕ лаборатори пресĕ, производствăна вара диспетчер пỹлĕмĕнчен компьютер тĕрĕслет.

Ачасене - чи лайăххи

"2020-2012 çулсенчи вĕренỹ аталанăвĕ" республикăн патшалăх программипе Шупашкарти Чернышевски урамĕнче 220 ача валли ача сачĕ çĕкленет. "Алза" общество ку ача садне те "Кетра" кирпĕчĕпе хăпартать. Çав вăхăтрах кунта паха материалтан тунă сĕтел-пукан туянса хураççĕ. Сентябрĕн 15-мĕшĕ тĕлне ача садне уçма палăртаççĕ.Тепĕр ача сачĕ "Фин лапамĕ" микрорайонта уçăлĕ.

Çавăн пекех кăларăмра "Савва" компани ушкăнне пула шар курнă 117 çын тинех хваттерлĕ пулни пирки те сăмах пулчĕ. Улталаннă пайтаçăсен интересĕсене Михаил Игнатьев хăй тата правительство комиссийĕ хỹтĕленĕ.

"Çĕнĕ хула" микрорайонта 2011 çулта нумай хваттерлĕ 19 çурт эксплуатацине панă, халĕ вара кунта пĕр вăхăтрах тата нумай хутлă 10 çурт çĕкленет. "Çĕнĕ хула" "Раççей çемйи валли çурт" программăна кĕнĕ.

Çавăн пекех Михаил Игнатьев "Садовый" микрорайонта пулса 15 тăлăх ачана хваттер уççисем пачĕ. Çулталăк пĕтиччен хваттере тивĕçнисен шучĕ 117 çынна çитмелле.

"Советская Чувашия" хаçатран



"Каçал Ен"
12 августа 2015
10:06
Поделиться
;