Комсомольский муниципальный округ

Шăпа туртнă

 Августăн 10-мĕшĕнче 11 сехетре райхаçат редакцийĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн должноçне суйлама регистрациленĕ кандидатсен суйлав умĕнхи агитаци материалĕсене "Каçал ен" хаçатра тỹлевсĕр тата тỹлевлĕ майсемпе пичетлеме пичет лаптăкĕсене шăпа ярса палăртнă.

Шăпа янин пĕтĕмлетĕвĕсем çапла:

Тỹлевсĕр майпа пичетлемелли йĕрке

Кандидатсен агитаци материалĕсем августăн 15-мĕшĕ - сентябрĕн 9-мĕшĕ хушшинчи номерсенче пичетленеççĕ. Кашни кандидата 936-шар тăваткал сантиметр пичет лаптăкĕ тивет. Материалсене кандидатсем çак кунсенче вырнаçтараççĕ:

Игнатьев М.В. - августăн 22-мĕшĕ, Николаев О.А. - августăн 15-мĕшĕ, Сапожников В.В. - августăн 29-мĕшĕ, Субботин К.С. - сентябрĕн 9-мĕшĕ, Шурчанов В.С. - августăн 19-мĕшĕ.

Тỹлевлĕ майпа пичетлемелли йĕрке

Кандидатсен агитаци материалĕсем августăн 15-мĕшĕ - сентябрĕн 9-мĕшĕ хушшинчи номерсенче пичетленеççĕ. Кандидата 936 тăваткал сантиметр пичет лаптăкĕ тивет. Материалсене çак кунсенче вырнаçтараççĕ:

Игнатьев М.В. - сентябрĕн 9-мĕшĕ, Николаев О.А. - сентябрĕн 5-мĕшĕ, Сапожников В.В. - августăн 22-мĕшĕ, Субботин К.С. - августăн 26-мĕшĕ, Шурчанов В.С. - сентябрĕн 2-мĕшĕ.

Августăн 10-мĕшĕнче 11 сехет 20 минутра райхаçат редакцийĕнче вырăнти хăй тытăмлăх органĕсене суйлама регистрациленĕ кандидатсен суйлав умĕнхи агитаци материалĕсене "Каçал ен" хаçатра тỹлевсĕр майпа пичетлеме пичет лаптăкĕсене шăпа ярса палăртнă.

Регистрациленĕ кандидатсен списокне августăн 15-мĕшĕнчи номерте пичетлеме палăртнă.

Суйлав материалĕсене редакцие пичетленмелли кунран 3-4 кун маларах çитермелле. Электрон версипе тата хут çине пичетлесе илсе пымалла. Ыйтса пĕлмелли телефон: 5-14-07.

Райхаçат редакцийĕ



"Каçал Ен"
12 августа 2015
09:57
Поделиться
;