Комсомольский муниципальный округ

Августăн 19-мĕшĕнче - Пĕрлехи информаци кунĕ

 Информкунра çак тĕп темăсене сỹтсе явма палăртнă:

* ял хуçалăх ĕçĕсем епле пыни çинчен;

* шкулсене çĕнĕ 2015-2016 вĕренỹ çулне хатĕрлесси.

Кунсăр пуçне çынсене пушартан, шыва кĕнĕ чухне инкек курасран сыхламалли мерăсем, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх объекчĕсене кĕрхи-хĕллехи тапхăра хатĕрлесси епле пыни пирки те калаçу пуçарĕç.

Информушкăнсем кашни ял поселенине çитĕç. Ĕç коллективĕсемпе, халăхпа тĕл пулĕç. Ял çыннисем унта хутшăнса хăйсене хумхантаракан ыйтусене пама пултараççĕ.

Информаци ушкăнĕнчи специалистсем çав кунах районта пурăнакансене харпăр хăй ыйтăвĕсемпе йышăнаççĕ.



"Каçал Ен"
15 августа 2015
10:43
Поделиться
;