Комсомольский муниципальный округ

Чи хисеплиех юлтăрччĕ

Учитель профессийĕ ĕлĕкренех чи хисеплисенчен пĕри пулнă. Ахальтен-им шкул пĕтернĕренпе темиçе çул иртсен те юратнă вĕрентекенĕмĕрсене ăшшăн аса илетпĕр, тав сăмахĕ калатпăр. Алла аттестат илсен вĕсен çулнех суйласа илекенсем те йышлă. Пĕр курса вĕренме кĕнĕ 75 çамрăкран çурри ытларахăшĕ педагог специальноçне суйласа илни те чун туртăмĕ çеç мар, аслă юлташсен ĕçне малалла тăсас кăмăлпа çыхăннă пуль. Анчах пурте хăйсен профессийĕпе ĕçлеççĕ теме çук. Тантăшăмсем тĕрлĕ çĕрте тăрăшни пирки илтетĕп, пĕрне пасарта, теприне турагентствăра, виççĕмĕшне тата çул-йĕр инспекцийĕнче тĕл пулатăп. Кашниех укçаллăрах вырăн тупма тăрăшать çав...

Диплом илнисене иртнĕ ĕмĕрти 90-мĕш çулччен направленипе ĕçлеме янă та, шкулсен вăхăтра заявка памалла пулнă çеç. Кадрсемпе ĕçлесси аван пулса пынă ун чухне. Шел пулин те, СССРпа пĕрле çак йĕрке те саланчĕ, ĕнерхи студентăн ĕç вырăнĕ, шкулсен педагог шырамалла. Юрать-ха ку ĕçре вĕсене Вĕренỹ министерстви пулăшу парать.

Халĕ те педагогика институчĕсене çул тытакан яш-кĕрĕм сахалах мар. Апла пулин те шкулсем кашни çĕнĕ вĕренỹ çулĕ умĕн кадрсем çитменни çинчен пĕлтереççĕ. Акă, Чăваш Республикин Вĕренỹ тата çамрăксен политикин министерстви çу пуçламăшĕнче пĕлтернĕ тăрăх, республикăра 400 предметник кирлĕ пулнă. Çак проблема пирĕн тăрăхшăн та ют мар. Район администрацийĕн вĕренỹ пайĕн начальникĕ Надежда Петрова каланă тăрăх, паянхи куна шкулсенче вакантлă 8 вырăн пур. Пуçламăш классен, биологи, математика, физика, ют чĕлхесен, музыка учителĕсем çитмеççĕ иккен. Енчен те вĕсем ĕçлеме килмесен, çĕклем ыттисем çине, ачасене чылайшар çул пĕлỹ паракан опытлă вĕрентекенсем çине, тиенет.

Вĕренỹ пайĕн кăтартăвĕсемпе килĕшỹллĕн, районти учительсен вăтам ỹсĕмĕ - 46 çул. 308 педагогран 58-шĕ пенси çулне çитнĕ иккен. Вĕсем те юратнă ĕçĕпе сывпуллашас тесен ыран кам килĕ? Ачасене юратакан, ыррине, çуттине вĕрентекенсем пулаççех тесе шутлас килет. Вуншар çамрăка районтан направленипе вĕренме яраççĕ. Çавсене тăван тăрăха тавăрма тăрăшмалла. Çамрăксене пурлăх тĕлĕшĕнчен хавхалантарсан, пурăнмалли кĕтеспе тивĕçтерсен шкул сукмакне ыттипе ылмаштармĕç.

Любовь ШУРЯШКИНА



"Каçал Ен"
15 августа 2015
10:42
Поделиться
;