Комсомольский муниципальный округ

Комментари

Светлана УЛЬДИНА, район администрацийĕн экономика, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн пуçлăхĕ:

- Чăваш Ен илĕртỹллĕ инвестици площадки пулнине тĕслĕхсемпе çирĕплетет. Сăмахран, пилĕк çулта республикăра пĕлтерĕшлĕ 100 яхăн инвестици проектне пурнăçа кĕртниех пысăк çитĕнỹ. Кăçал вак тата вăтам предпринимательлĕхе аталантарас енĕпе тата та пысăк утăмсем тунă, инноваци технологийĕсене ĕçе кĕртессипе, производствăна модернизацилессипе, инноваци продукцийĕн тỹпине пысăклатассипе, пысăк тухăçлă ĕç вырăнĕсем йĕркелессипе ĕçленĕ. Районта та ку енĕпе çитĕнỹсем пур. Тĕслĕхрен, паянхи куна 14 инвестици проекчĕ пурнăçа кĕрет, вĕсенчен 13-шĕ - ял хуçалăхĕнче, пĕри - суту-илỹре. Вĕсен пĕтĕмĕшле хакĕ 182 миллион тенкĕпе танлашать. Ял хуçалăхĕнче пурнăçланакан проектсене уйрăммăн палăртса хăвармалла. "Золотой колос" фермер хуçалăхĕнче 200 пуç тытмалли ĕне витине реконструкциленĕ, Прокопьевăн фермер хуçалăхĕнче 100 пуç сăвакан ĕне валли, "Рассвет" ЯХПК-ра 200 ĕне пуç валли сĕт-çу ферми тума, "Искра" колхозра, "Луч", "Победа" ЯХПК-ра витесене юсаса çĕнетме планланă, Атласкин фермер хуçалăхĕнче 135 ĕне валли пăруламалли уйрăм хута каймалла. Çавăн пекех районта "Семейный" суту-илỹ комплексĕ хута кайни те пĕлтерĕшлĕ пулĕ. Инвестици проекчĕсене ĕçе кĕртни 42 çынна ĕç вырăнĕпе тивĕçтерме май парĕ. Вак бизнеса аталанма патшалăх чăннипех те пысăк пулăшу кỹни куçкĕрет.

Пĕр-пĕрне шанса, хисеплесе ĕçлесен çеç тата илнĕ тивĕçсемшĕн яваплăха туйса тăрсан кăна экономикăна аталантарма, малалла кайма пулать. Çакна тĕпе хурса ĕçлесчĕ те.



"Каçал Ен"
15 августа 2015
10:45
Поделиться
;