Комсомольский муниципальный округ

Ташă-юрă - чун илемĕ

Нумаях пулмасть ачасен агитбригади (ертỹçи В.Комарова) Г.Прокопьев фермер хуçалăхĕнче тăрăшакансем патĕнче концерт программипе пулчĕ. Çавăн пекех вĕсем Хирти Сĕнтĕр ялĕнчи Школьная, Западная, Хирти Ĕнел ялĕнчи Кооперативная, Нагорная, Набережная урамсенче пурăнакан халăх умĕнче те сăвăсем каларĕç, янравлă юрăсем юрларĕç, илемлĕ ташăсем ташларĕç. Концертăн кашни номерне куракансем тăвăллăн алă çупса кĕтсе илсе тимлĕн итлерĕç. Вĕсем К.Степанова, Т.Прокопьева, К.Зайцева, Ленăпа Аня тата Диана Шатиловасем, А.Украинская мăн артистсенчен пĕрре те кая маррине палăртрĕç, малашне те маттур пулма сунчĕç.

В.КОМАРОВА



"Каçал Ен"
15 августа 2015
10:37
Поделиться
;