Комсомольский муниципальный округ

Комментари

Ираида Порядкова, пилĕк ача амăшĕ:

- Юлашки çулсенче республикăра демографи лару-тăрăвĕ лайăхланни савăнтарать. 2014 çулта çуралнă ачасен шучĕ çын вилессинчен пин çынна яхăн нумайрах пулнă. Кунта чи малтанах патшалăх витĕмлĕ пулăшу кỹнине палăртса хăвармаллах. Шăпах çакă çемьесене хавхалантарать, вĕсем ачисен пуласлăхĕ лайăххине ĕненеççĕ, çавăнпа та çуратма та шикленмеççĕ. Паян Чăваш Енри кашни вун пиллĕкмĕш çемье виçĕ тата ытларах ача пăхса çитĕнтереççĕ, вĕсен йышĕнче эпир те. Нумай ачаллă çемьесене пособипе тивĕçтерни, çăмăллăхсем пани, амăшĕн капиталĕпе тĕллевлĕн усă курни чăннипех те вырăнлă тата пысăк пулăшу. Юлашки 3 çулта республикăра садиксем хута яни, реконструкцилени пин-пин пепкене ача сачĕсемпе тивĕçтерме май пачĕ. Районта та "Радуга" ача сачĕ çĕкленчĕ. Ялсенче шкулсен çумĕнче ачасене çỹреме вăхăтлăх ушкăнсем йĕркелени те аван.

Хирти Сĕнтĕр ял тăрăхĕнче те çакăн пек ушкăн уçăласса ашшĕ-амăшĕ те, ачасем те чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Ун чухне ялта çитĕнекен пепкесем те тĕрлĕ енлĕ аталанĕç, пĕр-пĕринпе ытларах хутшăнĕç, выляса савăнĕç.



"Каçал Ен"
19 августа 2015
11:42
Поделиться