Комсомольский муниципальный округ

Уй-хирте

Августăн 18-мĕшĕ тĕлне районти ял хуçалăх предприятийĕсем пурĕ 7831 гектар çинчи пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене çапса тĕшĕленĕ, 16661 тонна тыр-пула пỹлмене кĕртнĕ. Пĕтĕмĕшле ĕç калăпăшне 50,4 процент пурнăçланă. "Слава картофелю" агрофирма вырмана вĕçленĕ, 1126 гектар çинчи тыр-пула пухса кĕртнĕ, вăтам тухăç кашни гектартан - 31 центнер. "Кызыл сабанча", Хайртдинов фермер хуçалăхĕсенче, "Дубравăра" та çитес кунсенче ĕçе вĕçлеççĕ. "Урожай" колхозра та аван ĕçлеççĕ, хальлĕхе вырмана 473 гектар çинче пурнăçланă. Çавăн пекех вĕсем кĕрхи культурăсене 37 гектар акнă, 497 гектар çĕртме тунă. Районти ял хуçалăх кооперативĕсемпе фермер хуçалăхĕсем 30 гектар çĕр улми кăларнă, кĕрхи культурăсене 117 гектар акнă.

Ш.ЗЕЙНУТДИНОВ



"Каçал Ен"
19 августа 2015
11:40
Поделиться
;