Комсомольский муниципальный округ

Комментари

Ферит Гибатдинов, Чăваш Енри тутарсен наципе культура автономийĕн председателĕ:

- Чăваш Республикинче тĕрлĕ наци халăхĕ килĕштерсе пурăнни - пирĕн чи пысăк пуянлăх. Вĕсем пурте - пĕр йышлă çемьери çынсем. Пĕрле юрласа-ташласа савăнаççĕ, хăнана çỹреççĕ, килĕштерсе ĕçлеççĕ, çемье çавăракансем те сахал мар. Акатуя, Сабантуя республикăри, тĕрлĕ регионти, ют çĕршывсенчи вун-вун халăх çынни килсе çитет, хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарать. Хамăр та нумай çĕре тухса çỹ-ретпĕр. Кĕске вăхăтра çеç Кавказра, Крымра пултăмăр. "Мишар" халăх фольклор ансамблĕ инçетри хăнасене хăйĕн юрри-ташшипе савăнтарчĕ. Пирĕн туслăх ĕмĕре. Эпир пĕтĕм ĕçе наци культурин йăли-йĕркине упраса хăварассишĕн, хутшăнусене çирĕплетсе пырассишĕн пурнăçлатпăр. Çакна ачасемпе мăнуксене вĕрентсе пыратпăр, килĕштерсе пурăнмаллине мĕн пĕчĕкрен ăша хывтаратпăр.

Анатолий Давыдов, ветеран-спортсмен:

"Юлашки çулсенче республикăра спорт çине уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрнине палăртма кăмăллă. Район центрĕсенче физкультурăпа спорт комплексĕсем хута кайни ял çыннисемшĕн паха. Унччен эпир çакăн пек комплекс пирки ĕмĕтленме çеç пултарнă, халĕ вара пушă вăхăтпа усă курса яланах унта çитме васкатпăр. "Кĕтне" ФСК-ра чупса, выляса, ишсе киленетпĕр. Пĕччен мар, çемйипех çỹретпĕр эпир унта. Сывă пурнăç йĕркине пăхăнса пурăнатпăр, тăтăшах республикăри, районти ăмăртусене хутшăнатпăр, çитĕнỹсем те сахал мар. Пирĕн, аслисен, ачасемпе мăнуксене спорта явăçтармалла, тĕслĕх вырăнĕнче пулмалла. 2014 çултанпа кашни уйăхрах Сывлăх кунне йĕркелеме тытăнни те спортпа туслисен йышне ỹстерчех тесе шутлатăп. Палăртнă кун спорт объекчĕсене тỹлевсĕр кĕркенсем чăннипех те йышлă. Кашни çын спортпа туслаштăр, эрех-сăрапа иртĕхессинчен пăрăнтăр.



"Каçал Ен"
22 августа 2015
11:29
Поделиться
;