Комсомольский муниципальный округ

Кĕнеке - этемлĕхĕн пысăк пуянлăхĕ

Кĕнеке патне туртăм пĕчĕкренех пуçланать. Ашшĕ-амăшĕ пепкесене йăлтăркка тата илемлĕ ỹкерчĕксемпе илĕртекен кĕнекесемпе паллаштарать. Ачасене, саспа вуланă чухне, сăвăсен ритмăллă сыпăкĕсем килĕшеççĕ, юмахра пулса иртекен пулăмсем хумхантараççĕ. Вĕсем шкул сукмакне такăрлатма тытăнсан библиотекăпа ытларах туслашаççĕ. Библиотекăпа паллашасси шкул çулне çитмен ачасемшĕн - çĕнĕ, асамлă, тĕлĕнмелле интереслĕ тĕнче уçасси.

"Радуга" ача садĕнчи "Солнышко" тата "Полянка" ушкăнсемпе районти тĕп библиотекăна çитсе куртăмăр. Чи пĕрремĕш паллашу ачасемшĕн те, вĕрентекенсемшĕн те хумхануллă пулчĕ. Ку тĕлпулу валли эпир маларах тĕплĕн хатĕрлентĕмĕр: "Удивительный мир книги" эрнелĕх, "Где живут книги?", "Как вести себя в библиотеке?", "Как правильно обращаться с книгой?" калаçусем ирттертĕмĕр, тĕрлĕ сăвăсем вуларăмăр, ачасем кĕнекесем пирки тупмалли юмахсен тупсăмĕсене хавхалансах шырарĕç. Библиотека ĕçченĕсем пире тарават кĕтсе илчĕç, кăсăклă çулçỹреве кайма сĕнчĕç. Ачасем хавхалансах тата киленсе итлерĕç. Е.П.Прокопьева вĕсене кĕнекесемпе, журналсемпе паллаштарчĕ, мĕнле суйламаллине, еплерех усă курмаллине каларĕ, викторина ирттерчĕ, тупмалли юмахсем пачĕ. Ачасем пысăк хавхаланупа, хăшĕсем сывлама пăрахсах, илĕртỹллĕ хуплашкаллă кĕнекесене уçкаласа пăхрĕç. Экскурси пурне те килĕшрĕ, вĕсем библиотекăна ашшĕ-амăшĕпе татах килме шантарчĕç.



"Каçал Ен"
26 августа 2015
15:40
Поделиться
;