Комсомольский муниципальный округ

Кĕрешсе кубок илнĕ

Районта спорта юратакан чылай. Çакна вĕсем тĕрлĕ ăмăртусенче туллин кăтартса параççĕ. Ялти ăмăртусенче çеç мар, республика, Раççей шайĕнче те палăраççĕ. Акă нумаях пулмасть Шăмăршă районĕнче Чăваш Республикипе Ульяновск облаçĕн туслăх кунĕ иртнĕ. Уяв пултаруллă коллективсен номерĕсемпе, тĕрлĕ спорт ăмăртă-вĕсемпе пуян пулнă. "Кĕрешỹ" чăваш наци ăмăртăвĕнче Урмаелте пурăнакан Рамил Меселимович Шакуров та палăрнă, тăван ене кубокпа таврăннă.

Рамил кĕрешĕве мĕн çамрăкранах хутшăнать. Вăл Çĕнĕ Шупашкарта иртнĕ Пĕтĕм Раççейри ăмăртусенче виçĕ çул хушши пĕрремĕш вырăна алран вĕçертмен. Урмаелте иртекен Сабантуй уявĕсенче те кашни çулах палăрать, кăçал та 1-мĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Унсăр пуçне Рамил Шакуров хăйĕн пултарулăхне пула "Кĕрешỹ" наци ăмăртăвĕпе 2012 çулта спорт мастерĕн ятне тивĕçнĕ. Эпир Рамил Меселимовича тата та пысăкрах çитĕнỹсем патне çитме ырлăх-сывлăх сунатпăр.



"Каçал Ен"
26 августа 2015
15:38
Поделиться
;