Комсомольский муниципальный округ

Кĕр мăнтăрĕ хĕле тăрантарать

 Çывхарса килет ылтăн кĕркунне,

Ыталаса илет хăйĕн ытамне,

Çулçăсем ỹкеççĕ лăпкăн çĕр çине

Ылтăн, ылтăн, ылтăн, ылтăн кĕркунне! (М.Горшкова).

Кĕркунне çывхарни - кĕçех çĕр ĕçĕсем вĕçленнине, кĕр мăнтăрĕпе кĕрекере тус-тăванпа савăнма вăхăт çитнине пĕлтерет. Çу каçипех тар юхтарса вăй хунин тухăçĕ пỹлмене кĕрĕ.

Августăн 27-мĕшĕ район çыннисемшĕн тĕрлĕ мероприятисемпе тата уявпа пуян пулчĕ. Комсомольски ял центрĕ ир-ирех савăнăçлă шăв-шавпа тата илемлĕ юрă-кĕвĕпе илĕртрĕ. Кунта райпо "Кĕркунне парнисем" уйăхлăха савăнăçлă лару-тăрура уçнипе пысăк уяв туса пачĕ. Мĕн кăна пулмарĕ-ши кĕркунне темипе илемлетнĕ палаткăсенче: улма-çырла, пахча çимĕç, аш-какай, çăкăр-кукăль, тĕрлĕ карçинккасем... Унсăр пуçне çурт-йĕр хăпартакансем кирпĕч, наличниксем тата ыттине те туянма пултарчĕç. Хĕле валли варени-компот е помидор-хăяр хатĕрлекенсем хупăсемлĕ тата йăлара кирлĕ тĕрлĕ таварлă пулма пултарчĕç. Гастрономра ĕçлекен чипер хĕрсем улма-çырла палаткине хитре илемлетнĕ. Тем пысăкăш кавăна шлепке тăхăнтартнă, баклажанран пушмакне тунă, куçне те, сăмси-çăварне те касса кăларнă. Вĕсен çумĕнчи пахча çимĕç палаткин хуçисем те алă усса ларман - баклажансенчен çын кĕлеткисем касса кăларнă, пысăк тирĕк çине хăярсенчен урапасем туса çумне помидорсенчен хатĕрленĕ сысна çурисене лартса хунă... Ярмаркăна килнисем аграрисем çитĕнтернĕ продукцин пысăк ассортиментне - сухана, çĕр улмие, купăстана, панулмие пахаларĕç. Кунта техĕмлĕ пыл, тутлă шăршлă ăшă кукăльсем, сад ăстисемпе пахчаçăсен хунавсемпе чечексен улмисене туянма май пулчĕ.

Мероприятие уçнă çĕре район тата район администрацийĕн пуçлăхĕсем Евгений Карпеевпа Алексей Самаркин, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Петр Краснов хутшăнчĕç. Вĕсем Комсомольски халăхне пысăк уявпа саламларĕç. Комсомольски райповĕ республикăра çеç мар, Раççейре те потребсоюзсем хушшинче малти вырăнсенче пулнине палăртса хăварчĕç, райпона тата аграрисене малалла аталанма сунчĕç, халăха ял хуçалăх продукцийĕ йỹнĕрех сутăннă вăхăтра туянса ĕлкĕрме сĕнчĕç.

Райпо таварĕпе ял хуçалăх предприятийĕсен продукцине туяннисĕр пуçне, ярмаркăна хутшăнакансем Етĕрнери аш-какай комбиначĕн, "Акконд" кондитер фабрикин, Шупашкарти сĕт-çу базин çимĕçĕсене тỹлевсĕр тутанса пăхрĕç, Шупашкартан килсе çитнĕ "Звонница" ансамблĕн юрри-кĕввипе киленчĕç.

Çакăнтах Комсомольски райпо кашни çулах Шупашкарта иртекен "Кĕркунне парнисем" ярмаркăна хастар хутшăннине асăнса хăвармаллах. Кăçал та августăн 22-мĕшĕнче вĕсем хăйсен продукцийĕпе хула çыннисене савăнтарма кайнă. Ахальтен мар ĕнтĕ вĕсене унта кĕтсех тăраççĕ, Комсомольски лимонадне, пахча çимĕçне, улма-çырлине, аш-какай продукцине туянма васкаççĕ.

Районти "Кĕркунне парнисем" ярмарка вара кашни кунах, октябрĕн 15-мĕшĕччен, ĕçлĕ.

Çав кунах спорта кăмăллакансем "Кĕтне" ФСК стадионĕнче спорт вăййисене хутшăнма пултарчĕç. Унта ветерансемпе райпо ĕçченĕсем Комсомольски район пуçлăхĕн парнисемшĕн çăмăл атлетикăпа мала тухассишĕн тупăшрĕç.

Район пуçлăхĕ Евгений Карпеев пуçтарăннă спортсменсене сывă пурнăç йĕркине тытса пынăшăн тав турĕ, мала тухма ăнăçу сунчĕ.

60 метр чупса хĕрарăмсенчен Е.Чернова, Е.Павлова, Н.Дерягина пĕрремĕш вырăнсене алран вĕçертмерĕç. Е.Яндрова, Т.Алексеева, Н.Галзанова, Э. Быкова, Л.Кокшина, И.Галкина иккĕмĕш тата виççĕмĕш вырăнсене пайларĕç. Арçынсенчен вара В.Лаврушкин, В.Пундяков мала тухрĕç. 400 метр чупса Н.Архипова, В.Скворцов палăрчĕç. Тăршшĕне сиксе Е.Павловăна тата Ф.Гаврилова çитекен пулмарĕ.

Мала тухнисем кашниех грамотăна тата райпо парнисене тивĕçрĕç.

Н.АРХИПОВА



"Каçал Ен"
29 августа 2015
17:17
Поделиться
;