Комсомольский муниципальный округ

Ашшĕсем пухăнса канашланă

Çурла уйăхĕн 28-мĕшĕнче Çĕнĕ Шупашкарти "Химик" культура керменĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан М.Игнатьев тата Раççей халăх артисчĕ И.Резник хулана 55 çул çитнине халалласа ирттернĕ республикăри Ашшĕсен канашĕн хаваслă уявне хутшăннă. И.Резник Чăваш Ен çав тери илемлĕ регион пулнине палăртнă. М.Игнатьев Чăваш Енри патшалăх политикин тĕп çул-йĕрĕсенчен пĕри - çемьесен институтне, амăшĕсемпе ачисене пулăшасси пулнине пĕлтернĕ. Регионта юлашки çулсенче 41 ача сачĕ, 10 шкул хута кайнă, 2030 çул тĕлне çĕнĕ 30 шкул хута яма тĕллев лартнă.



"Каçал Ен"
02 сентября 2015
13:15
Поделиться
;