Уй-хирте
Ял хуçалăх кооперативĕсенче уй-хир ĕçĕсем малаллах пыраççĕ. Хуçалăхсенче çĕртме тăваççĕ, кĕр тыррисене акса хăварма çĕр хатĕрлеççĕ.
Сентябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне фермер хуçалăхĕсемпе колхозсенче, ял хуçалăх кооперативĕсенче пурĕ 4249 гектар çинче çĕртме тунă, кĕр тыррисене 2586 гектар çинче акнă. Тĕш-тырăпа пăрçа йышши культурăсене пуçтарса кĕртес ĕç те вĕçленмен-ха. Кĕркунне пуçламăшне вĕсене 12775 гектар çинчен çапнă (83,5 процент).
Пурĕ 25956 тонна тырă туса илнĕ. Кашни гектарăн вăтам тухăçĕ 20,4 центнерпа танлашать. Çĕрулмие кăларас ĕç те малалла тăсăлать. Сентябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне 229 гектар çинчен 6341 тонна çĕрулми кăларнă (276,8 центнер).
Фермер хуçалăхĕсемпе ял хуçалăх кооперативĕсен ертỹ-çисене тĕш-тырăпа пăрçа йышши культурăсене пуçтарса кĕртес ĕçе тимлĕн сăнама ыйтатпăр. Вĕсене лайăх çанталăк тăнă чухне кĕске вăхăтрах вырса илмелле. Çак ĕçе кая хăвармалла мар.