Комсомольский муниципальный округ

Авăн уйăхĕнчи рейдсем

Çурла уйăхĕн 24-мĕшĕнче пуçланнă "Тимлĕ пулăр - ачасем!" профилактика мероприятийĕ авăн уйăхĕн 13-мĕшĕччен пырĕ. Çак тапхăрта аслисен шкул ачисене хăрушлăхсăр çул çỹрессипе тивĕçлĕ хăнăхусем памалла, правилăсене пăхăнмалли йĕркене ашшĕ-амăшĕсен хăйсен тĕслĕхĕпе çирĕплетмелле.

Авăнăн 16-мĕшĕнче "Автобус" мероприяти иртĕ. Çул-йĕр инспекторĕсем обществăлла транспорта тата унпа усă кураканĕсене асăрхаса тăрĕç.

Авăнăн - 18-19-мĕшĕсенче иртекен "Ỹсĕр водитель" профилактика мероприятийĕнче вара эрех ĕçнĕ водительсене тупса палăртас енĕпе ĕçлĕç. Çав тапхăрта малтан палăртса хунă маршрутсемпе çỹрекен постсем кашни транспорт водительне тĕрĕслĕç, ăнлантару ĕçне пурнăçлĕç.

Авăнăн 25-мĕшĕнче çул çỹрев хăрушсăрлăхĕн йĕркисене çуран çỹрекен çынсем епле пăхăннине тĕрĕслĕç. "Пешеход. Пешеходный переход" операци вăхăтĕнче руль умĕнче маррисем çул çинче хăйсене еплерех тытма пĕлнине тĕрĕслеме палăртнă.

Ăнлантару ĕçне пурне те хастар хутшăнма чĕнсе калатпăр. Çул çинче яланах асăрхануллă пулăр.

Н.РАЙКОВ



"Каçал Ен"
05 сентября 2015
11:44
Поделиться
;