Комсомольский муниципальный округ

Уй-хирте

Районти ял хуçалăх предприятийĕсенче уй-хир ĕçĕсем малалла пыраççĕ.

Паянхи куна 15 хуçалăх пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене пуçтарса кĕртнĕ. Сентябрĕн 4-мĕшĕ тĕлне 13897 гектар çапса тĕшĕленĕ, 28076 тонна тырă пуçтарса илнĕ.

Кĕр тыррисене 3091 гектар акнă.

Чылай хуçалăх "иккĕмĕш çăкăр" уйне тухнă. 310 гектартан 8959 тонна çĕрулми пуçтарса кĕртнĕ. Районĕпе кашни гектарăн вăтам тухăçĕ - 290 центнер.

Çĕртме тăвассипе те хуçалăхсем ăнăçлă ĕçлеççĕ. Хальлĕхе çак ĕçе 5628 гектар çинче пурнăçланă.

Вырса пĕтереймен хуçалăхсем ĕçе çитес эрнере вĕçлессе шанатпăр.

Ш.ЗЕЙНУТДИНОВ



"Каçал Ен"
05 сентября 2015
11:46
Поделиться
;