Комсомольский муниципальный округ

В.В. Сапожников суйлава хутшăнмасть

 2015 çулхи сентябрĕн 7-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн должноçне суйлама тăратнă кандидат Валерий Васильевич Сапожников ЧР Тĕп суйлав комиссине заявлени панă. Вăл хăйĕн кандидатурине каялла илесси çинчен пĕлтернĕ.

В.В. Сапожникова кандидата "Раççей пенсионерĕсен союзĕн" Чăваш регион уйрăмĕ тăратнă. Асăннă организацин правленийĕн иртнĕ эрнекунхи ларăвĕнче Валерий Васильевич Чăваш Ен Пуçлăхĕн суйлавне хутшăнмасса, хăйĕн кандидатурине каялла илессине пĕлтернĕ. "Ку йышăнăва тăвиччен эпĕ нумай шухăшларăм, çывăх çынсемпе, правлени членĕсемпе, сумлă ватăсемпе канашларăм, пĕтĕмпех виçсе хакланă хыççăн çирĕп пĕтĕмлетỹ турăм..." - тенĕ вăл.

2015 çулхи сентябрĕн 8-мĕшĕнче Чăваш Республикин Тĕп суйлав комиссийĕ В.В. Сапожников заявленине пăхса тухнă, унăн ыйтăвне тивĕçтернĕ.



"Каçал Ен"
11 сентября 2015
15:00
Поделиться
;