Комсомольский муниципальный округ

Конкурс! Конкурс!

Удмурт Республикин наци политикин министерствипе "Общинный центр еврейской культуры Удмуртской Республики" общество организацийĕ "Народов много - страна одна! Этно украшает!" социаллă рекламăн регионсем хушшинчи конкурсне ирттереççĕ.

Конкурса "Укрепление единства российской нации и этнокультурное развитие народов России (2014-2015 годы)" федераллă программăна пурнăçлас, çамрăксем хушшинче халăхсен туслăхĕн шухăшĕпе граждансен пĕрлĕхне сарас, тĕрлĕ нацисен етлĕшỹлĕхне, федерацин Атăлçи округĕнчи тĕрлĕ халăхăн туслăхне сыхласа хăварас ĕçе çамрăксене явăçтарас тĕллевпе ирттереççĕ.

Унта федерацин Атăлçи округĕнчи регионсенче пурăнакан граждансем (уйрăм авторсем, пултарулăх коллективĕсем) хутшăнма пултараççĕ.

Конкурс икĕ номинаципе - "Социальная реклама: видеоролик", "Социальная реклама: постер (плакат)" - иртĕ.

Заявкăсене 2015 çулхи августăн 21-мĕшĕпе октябрĕн 30-мĕшĕсенче йышăнаççĕ. Конкурса хутшăнас текенсем информаципе www.minnac.ru сайтра тĕплĕнрех паллашма пултараççĕ.



"Каçал Ен"
16 сентября 2015
10:55
Поделиться
;