Комсомольский муниципальный округ

"Чи хакли - эсир мана шанни"

Чăваш Республикин Тĕп суйлав комиссийĕ пĕлтернĕ тăрăх - Чăваш Республикин Пуçлăхĕн суйлавĕн пĕтĕмлетĕвĕпе килĕшỹллĕн сасăлава 28 территорири тата 1184 участокри суйлав комиссийĕнче ирттернĕ. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн кандидачĕшĕн, Михаил Игнатьевшăн, 362301 çын сасăланă. Ку - суйлава хутшăннисен 65,54 проценчĕ. Михаил Игнатьев чи нумай сасă пухнă.

Сентябрeн 14-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата тĕрлĕ служба ертỹçисемпе кашни эрнере пулакан ĕçлĕ планеркăра депутатсене, "Пĕрлĕхлĕ Раççей" политика партине, республикăри мĕнпур çынна хăйĕншĕн сасăланăшăн тав тунă. "Чи хакли - эсир мана шанни. Чăваш Енре пурăнакансен ырлăхĕшĕн, пурнăç пахалăхĕн шайне ỹстерессишĕн, эпир пилĕк çул каялла йышăннă Чăваш Ене аталантармалли çул-йĕре эсир суйласа илнĕ", - палăртнă Михаил Игнатьев.

Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Пуçлăхĕн должноçне йышăннă ятпа сентябрĕн 19-мĕшĕнче инаугураци иртет.

Ытти кандитатсемшĕн çапла сасăланă: Олег Николаевшăн - 80130 суйлавçă (14,79 процент), Валентин Шурчановшăн 69194 (12,77 процент), Константин Субботиншăн - 18235 суйлавçă (3,37 процент).



"Каçал Ен"
16 сентября 2015
11:00
Поделиться
;