Комсомольский муниципальный округ

Ветерана саламланă

Эткер ялĕнче пурăнакан Таисия Павловна Толстова иртнĕ кунсенче 90 çулхи юбилейне паллă тунă.

Ялти хисеплĕ çынна, ветерана юбилей ячĕпе район администрацийĕн тата Хырхĕрри ял тăрăхĕн пуçлăхĕсем Алексей Самаркинпа Анатолий Воробьев ăшшăн саламланă, РФ Президенчĕн Владимир Путинăн салам открыткипе чысланă. Президент Таисия Павловнăна юбилей ячĕпе саламланă. Аслă Отечественнăй вăрçă вăхăтĕнче йывăрлăха чăтса ирттернĕшĕн, Çĕнтерĕве çывхартассине пысăк тỹпе хывнăшăн тав тунă, çирĕп сывлăх, тулли телей, иксĕлми вăй-хал суннă.

Таисия Павловна пăлхануллăн Владимир Владимировича тата сумлă хăнасене ăшă сăмахсемшĕн, хисепленĕшĕн тав тунă.

Толстовсем 7 ача - пĕр ывăлпа 6 хĕр - çуратса ỹстернĕ, тивĕçлĕ воспитани панă. Ачисем вара ашшĕ-амăшне 18 мăнук парнеленĕ. Таисия Павловна мăнукĕсемпе, вĕсен 28 ачипе чăннипех те савăнать. Вĕсен сасси кил-çуртне ăшăтать.



"Каçал Ен"
16 сентября 2015
10:54
Поделиться
;