Комсомольский муниципальный округ

Ачана автомашинăра ан хăварăр

Раççей Президенчĕ çумĕнчи ачасен прависен уполномоченнăйĕ П.А.Астахов пуçарнипе "Ачана автомашинăра ан хăварăр!" информаци кампанийĕ пуçланнă.

Раççейре çулсеренех ачасене автомашинăра тимлĕхсĕр хăварнипе вун-вун ача пурнăçĕ татăлать.

Чылай ашшĕ-амăшĕ ачана автомашинăра лартса хăварни мĕн патне илсе çитерессине чухламасть те.

Кампани тĕллевĕ - ашшĕ-амăшне ачасене автомашинăра хăварсан пулакан ыйтусене тимлĕх уйăрма явăçтарасси.

Темиçе тĕслĕх. 2015 çулхи августăн 14-мĕшĕнче Камчаткăра 12 çулхи арçын ача ашшĕн автомашини ăшĕнче сывлăш çитменнипе вилнĕ. Ставрополь крайĕнче 6 çулхи ача автомобилĕн кантăкĕ хĕстерсе лартнипе сывлаймасăр вилсе кайнă. Ульяновскра та 6 çулхи хĕрача хăпаракан кантăк хĕстерсе лартнипе çут тĕнчерен уйрăлнă. Шел те, кун пек тĕслĕх нумай. Кăçал кăна Мускавра хăрушлăх пысăк çĕрте машинăра ачана лартса хăварнă 5 тĕслĕхе шута илнĕ. Телее, инкекрен хăтăлса юлнă.

Мĕншĕн ачана машинăра пĕччен хăварма юрамасть?

1. Ачана хĕвел ăшши тивме е вăл шăнса кайма пултарать.

2. Машинăра ача пăчăхма, пиçиххисемпе çыхланса ларма, кантăк айне кĕрсе кайма пултарать.

3. Машина çунма пултарать.

4. Машина вырăнтан тапранса кайма, шыва сикме пултарать.

5. Машинăна ачапа пĕрле эвакуатор илсе кайма пултарать.

6. Ача ларакан машинăна çапса кайма пултараççĕ.

7. Машинăпа ачапа пĕрле ларса тарма пултараççĕ.

8. Ача хăй машинăна тапратса вырăнтан хускатса каяс хăрушлăх пур.



"Каçал Ен"
19 сентября 2015
13:48
Поделиться
;