Комсомольский муниципальный округ

Хамăр сывлăхах сиенлетпĕр

Кĕркуннехи ăшă кунсемпе усă курса ял çыннисем пахча çимĕçе пуçтарса кĕреççĕ, çĕр улмине кăларса нỹхрепе хураççĕ. Сада, пахчана тирпейлетпĕр, çĕре чавса кăпкалататпăр. Пур çĕрте те тирпейлĕх хуçалансан хамăра аван-çке. Пахчара пуçтарнă авăра, курăка çунтаратпăр. Тĕрĕс тăватпăр-ши?

Каçхине урама тухсан сывлама та май çук вĕт. Урамра тĕтĕмпе чыхăнса кайма пулать. Çакă юлашки вăхăтра уйрăмах сисĕнме пуçларĕ. Йывăç-курăка çунтарнă тĕтĕмре çын сывлăхĕшĕн çав тери хăрушă канцерогенлă хутăшсем пуррине эсир пĕлетĕр-и? Тавçăрмастпăр та пулас, мĕншĕн тесессĕн каçхине пурте мĕн çунтарма май пур, çавна - тивертетпĕр. Чи малтанах хамăр, кỹршĕсем, таврари çынсем пирки шутламастпăр.

Сăмахран, Америка специалисчĕсем тĕпчесе пĕлнĕ тăрăх, тĕтĕме сывласа илнине пула онкологи чирĕсем хăвăрт аталанаççĕ. Çавăн пекех çулçăсене, пахчари çĕр улми аврисене, пластик савăтсене çунтарнипе сывлăша 70 ытла тĕрлĕ хими хутăшĕ саланать. Çавна пула çын ỹсĕрме, чыхăнма пуçлать, сывлама йывăрланать. Унпа пĕрлех кăвайт çунни хурт-кăпшанка, ỹсен-тăрана пысăк сиен кỹрет.

Апла пулсассăн мĕн тумалла-ха? Пахчари çулçăсене, курăка ятарлă компост тума усă курмалла. Çĕрнĕ хыççăн вăл пахчашăн усăллă удобрени пулĕ. Çунтарса сывлăха сиенличчен удобрени хатĕрлер.

И.МИННЕТУЛЛИН,

район администрацийĕн ял хуçалăх тата экологи пайĕн начальникĕ



"Каçал Ен"
19 сентября 2015
13:57
Поделиться
;