Комсомольский муниципальный округ

Музейра - хăна

Нумаях пулмасть музейра искусство шкулĕн пĕрремĕш класс ачисем ỹнер уйрăмĕн выпускникĕпе Настя Горбуновăпа тĕл пулчĕç. Вăл хăйĕн ĕçĕсемпе паллаштарчĕ, искусство шкулĕнче иртнĕ çулсем пирки, мĕнле йывăрлăхсемпе çитĕнỹсем пулни çинчен каласа пачĕ. Ỹнер уйрăмне вĕренме килнĕ ачасем Настьăна хавхалансах итлерĕç, кашнин чунĕнче ỹнерçĕ пулас ĕмĕт çуралчĕ.



"Каçал Ен"
19 сентября 2015
13:51
Поделиться
;