Комсомольский муниципальный округ

Наци кросĕ йыхравлать

Наци кросне çулсерен Раççейĕпех паллă тăваççĕ. Кăçал та çак ырă йăлана тĕпе хурса сывă пурнăç йĕркине юратакансем старта тухĕç. Хальхинче вăл сентябрĕн 27-мĕшĕнче иртет.

Аса илтерер, пĕлтĕр Пĕтĕм Раççей акцийĕ сентябрĕн 21-мĕшĕнче иртнĕ. Ун чухне Чăваш Республикинче çăмăл атлетика стартне 59,5 пин ытла çын тухнă.

Çавăн пекех Наци кросĕ пирĕн районти кашни ял поселенийĕнче иртнĕ, кăçал та çаплах пулĕ.

Комсомольски ял тăрăхĕнче пурăнакансем "Кĕтне" физкультурăпа спорт комплексĕнче 11 сехетре старта тухаççĕ.

Унта пурте хастар хутшăнасса шанатпăр.



"Каçал Ен"
23 сентября 2015
15:09
Поделиться
;