Комсомольский муниципальный округ

Объектсен списокне палăртнă

Сентябрĕн 15-мĕшĕнче Чăваш Республикинче, çĕршывăн ытти регионĕсенчи пекех, Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх перепиçĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ тапхăрĕ вĕçленнĕ - регистраторсем 2016 çулта суйлавлă майпа тĕпчекен перепиç объекчĕсен списокне актуализациленĕ.

107 регистратор кашни кун хуласенчи, районсенчи килти хушма хуçалăх, тата ытти уйрăм хуçалăхсем пирки информаци пуçтарас ĕçе пурнăçланă. Чăвашстатăн штатри мар ĕçченĕсем ял хуçалăх производствине тытса тăракан респондентсенчен çĕр участăкĕ пур е çук, унăн лаптăкĕ, мăйракаллă шултра выльăх, сыснасем, сурăхсем, качакасем пирки ыйтса пĕлнĕ. Регистраторсем çĕре ĕçе кĕртнĕ е кĕртменнине пĕлес тĕллевпе пахчаçăсен коммерциллĕ мар пĕрлешĕвĕсене çитсе килнĕ.

Икĕ эрне хушшинче регистраторсем 38 пин килти хушма-хуçалăха, граждансен коммерциллĕ мар 746 пĕрлешĕве çитнĕ. Перепиç объекчĕсен списокне çĕнĕ килти хушма хуçалăха тата уйрăм хуçалăхсене, пахчаçăсен пĕрлешĕвĕсене кĕртнĕ.

Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх перепиçĕ 2016 çулхи июлĕн 1-мĕшĕпе августăн 15-мĕшĕччен, çитме йывăр вырăнсенче вара сентябрĕн 15-мĕшĕпе ноябрĕн 15-мĕшĕччен иртĕ.

Н.АЛЕКСАНДРОВА



"Каçал Ен"
23 сентября 2015
15:07
Поделиться
;