Комсомольский муниципальный округ

Ачасене - парне

Çемье ăшшине туйса ỹсекен ача телейлĕ теççĕ. Анчах та пур чухне те пурнăç çулĕ такăр килмест çав. Ашшĕ е амăшĕсĕр, тăлăх çитĕнекен ачасем те сахал мар. Теприсем вара ашшĕ-амăшĕ пур çĕртех хỹтлĕхсĕр ỹсеççĕ. Мĕншĕн-ха? Ашшĕ-амăшĕ эрех-сăрапа туслашать те пепкисене тивĕçлĕ воспитани парса ỹстермелли пирки пачах манать. Кашни ачан телейлĕ çитĕнес, тантăшĕсемпе пĕр тан пулас килнине çывăх çыннисем шута та илмеççĕ-ши? Сăмахран, районта ăнăçсăр 32 çемье шутра. Вĕсем мĕнле пурăннине район администрацийĕн опекăпа попечительство уйрăмĕн специалисчĕсем тĕрĕслесе тăраççĕ, ашшĕ-амăшĕсемпе тĕл пулаççĕ, калаçусем йĕркелеççĕ. Вĕсенчен чылайăшĕ тĕрĕс çул çине тăрать. Çакăншăн, паллах, чи малтан ачисем чунтан савăнаççĕ.

Йывăр лару-тăрура çитĕнекен ачасене тивĕçлĕ пулăшу парас тесе республикăра тĕрлĕ акцисем йĕркелеççĕ. Акă, "Собери ребенка в школу" акци вăхăтĕнче те ăнăçсăр çемьесене пулăшу кỹреççĕ. Шкула çỹрекен ачасене парнесемпе тивĕçтереççĕ. Районти ырă кăмăллă çынсем те çак акцие хутшăнса çемьесене çитрĕç. Нотариаллă кантур нотариусĕ Любовь Степанова, Марина Наумова специалист Шуряшкинсен, Салминсен çемйисенче çитĕнекен ачасене парнесем пачĕç. Вĕсем пĕрремĕш класа каякан Даниила, Оксанăна тетрадьсемпе, ручка-кăранташпа, акварель краскисемпе, тум-тирпе тата ытти кирлĕ япаласемпе савăнтарчĕç. Ачасем парнесемшĕн чунтан хĕпĕртерĕç, ăшшăн тав тума та манмарĕç.

Любовь Витальевна çак акцие кашни çул хутшăнать, вăл районти нумай çемьене парнесемпе савăнтарнă, ача садне те пĕрре кăна мар теттесем парнеленĕ.

- Ачасене ют çынсем пулăшни, парнесем пани - чăннипех те пархатарлă ĕç. Çакна ашшĕ-амăшĕсем шута илсе тĕрĕс çул çине тăрасса шанатпăр, - терĕ опекăпа попечительство уйрăмĕн заведующийĕ Татьяна Галзанова.

Кĕтмен çĕртен парне илни савăнтарать-ха. Ачасемшĕн вара ашшĕ-амăшĕ тĕрĕс çулпа утни, килте ăшă та хăтлă, сĕтел çинче апат пулни темрен те хаклăрах пулĕ.

А.ЕФРЕМОВ



"Каçал Ен"
26 сентября 2015
14:32
Поделиться