Комсомольский муниципальный округ

Акци старт илчĕ

Сентябрĕн 21-мĕшĕпе октябрĕн 21-мĕшĕччен район территорийĕнче "Полици тата ачасем" акци иртет.

Çак вăхăтра чылай мроприятисем йĕркелесе ирттерме тăрăшатпăр. Акă, сентябрĕн 23-мĕшĕнче ют ачасене хăйсен хỹттине илнĕ çемьесен канашлăвĕ иртрĕ. Унта район администрацийĕн опекăпа попечительство уйрăмĕн заведующийĕ Т.Галзанова, Т.Краснова специалист, район прокурорĕн пулăшаканĕ А.Николаева, Т.Шилова педагог-психолог, И.Николаева психолог хутшăнчĕç. Пухăннисем ачасене, çемьене пырса тивекен тĕрлĕ ыйтусене сỹтсе яврĕç. Асăннă канашлура ашшĕ-амăшĕсен, опекунсен, ачасен прависем пирки калаçрăмăр. Çул çитмен ача мĕншĕн преступлени çулĕ çине тăрать-ха, килти лару-тăрăва мĕнле йĕркелемелле? Тата ытти нумай ыйтăва уçăмлатрăм, ыйтусем çине хуравларăм.

Р.ЖУКОВА,

çул çитмен çамрăксемпе ĕçлекен инспектор



"Каçал Ен"
26 сентября 2015
14:33
Поделиться
;