Комсомольский муниципальный округ

Интернатра пулнă

ĕçнерникун, ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Йĕпреçри интернат-шкулта пулнă.

Кунта республикăри 11 районтан сывлăх енчен хавшак ачасемпе хевтесĕр çамрăксем пухăннă. Шкулта вĕсене вĕрентме ятарлă классем уйăрнă, пĕр сăмахпа каласан, пур услови те çителĕклĕ: ăсталăха туптама та, пултаруллăха ỹстерме те тĕрлĕ кружоксем йĕркеленĕ. Михаил Игнатьев шкулта ачасемпе курнăçнă, шухăш-кăмăлне ыйтса пĕлнĕ, çĕвĕçĕсен кабинечĕсене пăхса çаврăннă. Вăл электроэнергине перекетлеме май паракан шкулти тĕслĕхлĕ хутса ăшăтмалли котельнăй ĕçĕпе те кăсăкланнă.

Ачасен спорт площадкине хута яма республикин бюджетĕнчен пурĕ 1,2 млн тенкĕ тăкакланă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев интернатра ачасене пур енлĕн те аталанса пыма тĕрлĕ майсем пуррине çирĕплетсе каланă. Шкулăн ĕçĕпе ачасем кăна мар, ашшĕ-амăшĕсем те кăмăллă. "Шкула тирпейлес ĕç малалла та пурнăçланĕ", - тенĕ Михаил Игнатьев. Алексей Александрович "Урожай" колхоз, "Луч", "Труд" ЯХПКсен кĕрхи ĕç-хĕлĕпе те паллашнă.



"Каçал Ен"
26 сентября 2015
14:54
Поделиться
;