Комсомольский муниципальный округ

Пулас пенси хамăртан килет

 Сентябрĕн 22-мĕшĕнче республикăра вĕренекен çамрăксем хушшинче, пенси пĕлỹлĕхне ỹстерес тĕллевпе кашни çулах йĕркелекен вĕренỹ проекчĕ хута кайнă.

Комсомольски 1-мĕш тата 2-мĕш вăтам шкулĕсенче 10-мĕш тата 9-мĕш классенче пĕлỹ пухакансем Раççей Пенси фончĕн районти уйрăмĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕç. Уйрăм начальникĕн çумĕ Ирина Белобаева уçă урок ирттерчĕ. Вăл пенси епле пуçтарăнса пынине, мĕнле йĕркеленнине каласа пачĕ. Ун пирки мĕншĕн çамрăклах пĕлмеллине те ăнлантарчĕ.

Халĕ аслăрах классенче вĕренекенсенчен нумайăшĕ çуллахи каникул вăхăтĕнче ĕçлет. Вĕсем вара хăйсен ĕç стажĕ пирки тата пенси балĕсен шутне www.pfrf.ru сайтра "Личный кабинет застрахованного лица" уйрăмра пĕлме пултараççĕ. "Харпăр хăй кабинетне" кĕме вара патшалăх пулăшăвĕн Пĕрлехи порталне кĕме май паракан пароль çеç кирлĕ. Ирина Германовна шкул ачисене порталта епле регистрациленмеллине те тĕплĕн ăнлантарчĕ. Ачасем пенси страховани свидетельстви мĕншĕн кирлипе тата ăна мĕнле хатĕрленипе паллашрĕç. Уçă урок чăннипех тухăçлă иртрĕ. Нумайăшĕ пулас пенси харпăр хăйĕнчен килнине, ун пирки çамрăклах шутламаллине ăнланчĕ. Надежда Боровкова вĕрентекен уçă урок йĕркелени ачасемшĕн çав тери кирлĕ пулнине палăртрĕ, тав турĕ.

Пенси фончĕн специалисчĕсем ятарласа çамрăксем валли хатĕрленĕ кĕнекесене вĕренекенсене парнелерĕç. Чăваш Ене асăннă кĕнекене 9 пин экземпляр илсе килнĕ, вĕсене тỹлевсĕрех шкул библиотекисене парасшăн.

Республикăри Пенси фончĕпе ЧР Вĕренỹ тата çамрăксен политикин министерстви обществознани вĕрентекенĕсемпе декабрь вĕçĕчченех пенси пĕлỹлĕхĕпе тĕрлĕ факультативлă уроксем йĕркелеме палăртнă. Юлашкинчен вара пĕлĕве тĕрĕслес тĕллевпе пултарулăх конкурсĕсем пулĕç.

Асăннă проекта Раççей пенси фончĕ 4-мĕш çул ирттерет. Çак вăхăтра республикăра кăна пенси темипе 2 пине яхăн факультативлă уроксемпе лекцисем иртнĕ, пенси саккунĕсемпе 45 пин ытла вĕренекен паллашнă.

Н.АРХИПОВА



"Каçал Ен"
26 сентября 2015
14:35
Поделиться
;