Комсомольский муниципальный округ

"Сĕт фестивалĕ - 2015" иртнĕ

Иртнĕ кунсенче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарта Пăр керменĕнче иртнĕ "Сĕт фестивалĕ - 2015" савăнăçлă мероприятие хутшăннă. Паллă пулăма Раççей Федерацийĕн Федераци Канашĕн членĕ Вадим Николаев, Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Сергей Павлов, Чăваш Республикин патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕсем Николай Малов, Олег Мешков, сĕт туса илекенсен Наци союзĕн правленийĕн Председателĕ Андрей Даниленко тата ытти официаллă çынсем пухăннă.

Мероприятине уçнă май, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев сĕт пахалăхĕ, унăн усси çинче чарăнса тăнă. Пахалăхлă шĕвек çын организмĕшĕн çав тери усăллă пулнине каланă. Раççейĕпе илес пулсан, çак шĕвек 8 млн тонна çитменнине палăртнă. Чăваш Республикинче кун пек йывăрлăх çук. Пирeн производительсем хамăр регион халăхне çеç мар, ытти регионсене те сĕтпе тивĕçтернине па-лăртса хăварнă. Сĕт туса илекенсен Наци союзĕн правленийĕн Председателĕ Андрей Даниленко хăйĕн сăмахĕнче, Чăваш Республикинче çакăн пек пысăк мероприятие йĕркелеме витĕм кỹнĕшĕн Михаил Игнатьева чĕререн ырласа тав сăмахĕ каланă. Сумлă хăна ку ырă тĕслĕхе çĕршыври ытти регионсем те хапăл тусах йышăннине пĕлтернĕ. Уявра ĕçре хастарлăхпа палăрнисене Тав çырăвĕсене тата Хисеп грамотисене парса хавхалантарнă. Çĕнĕ Кипеçри сĕт-çу заводĕнче тăрăшакан Валентина Кузнецовăна та (сăн ỹкерчĕкре) ЧР Ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотипе чысланă. Палăртма кăмăллă, Чăваш Енре сĕт-çу тирпейлес текенсен хисепĕ 7,5 процент ỹснĕ. Хальхи вăхăтра регионта çак асăннă тытăмра пурĕ 17 предприяти ĕçлет. Вĕсем çулталăк пуçланнăранпа пурĕ 120 пин тонна сĕт, 1,6 пин тонна çу, 800 пин тонна ытла сыр тирпейлесе кăларнă.



"Каçал Ен"
30 сентября 2015
08:45
Поделиться
;