Комсомольский муниципальный округ

Республика- лидерсен йышĕнче

Сентябрĕн 28-мĕшĕнче РФ ĕç тата социаллă хỹтлĕх министрĕ Максим Топилин Раççей регионĕсенчи патшалăх влаç органĕсен ертỹçисемпе видеоконференци ирттернĕ. Пирĕн республикăран асăннă канашлăва ЧР сывлăх тата социаллă хỹтлĕх министрĕ Алла Самойлова, ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин ертỹçи Сергей Викторов, унăн заместителĕ Наталья Тараканова хутшăннă.

Сỹтсе явма палăртнă тĕп ыйту - халăха ĕçпе тивĕçтерессинче патшалăх пулăшăвĕсемпе пахалăхлă усă курасси. 2011 çултанпа Чăваш Республики патшалăх пулăшăвĕсемпе анлă усă курассин кăтартăвĕсемпе Раççейри малта пыракан регионсен йышĕнче. Кăçалхи çур çулхи кăтартусемпе те республика малтисен ретĕнче. Сăмахран, ĕçпе тивĕçтерекен центрсенче çулталăка яхăн учетра тăракансен шайĕ - 1,7 процент (Раççейре - 9,5 процент). Халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр специалисчĕсем ĕç шыракансене яланах пулăшма хатĕр. 2015 çулхи пĕрремĕш çур çулта республикăра ĕç шыракансен 79,2 процентне ĕçпе тивĕçтерме пултарнă. Çавна май Чăваш Ен Раççейри субъектсем хушшинче 3-мĕш вырăн йышăннă. Çавăн пекех инвалидсене ĕçе вырнаçтарссипе те Раççейре 7-мĕш вырăнта. Ĕçсĕр граждансене професси пĕлĕвне вĕрентессипе те республика лидерсен йышĕнче.



"Каçал Ен"
30 сентября 2015
08:46
Поделиться
;