Комсомольский муниципальный округ

Библиотекăна кĕнеке парнеле!

Районти тĕп библиотека кашни çулах "Почувствуй себя меценатом - подари библиотеке книгу" акци йĕркелет. Унта районта пурăнакансем, ентешсем хаваспах хутшăнаççĕ. Кăçал çеç акци вăй илнĕренпе библиотека 1077 кĕнекепе пуянланчĕ. Акцие хутшăнакансем илемлĕ литература, наукăпа методика кĕнекисене, вĕренỹ пособийĕсене парнеленĕ. Нумай кĕнеке парнелекенсене уйрăммăн асăнса хăварас килет. Вĕсем: Г.И.Волкова, О.П. Никифоров, Г.С. Мархунова, И.В. Конторский, Н.А. Максимов. Эпир акцие хутшăнакансене чĕререн тав тăватпăр, ыттисем те хастарлăхпа палăрасса шанатпăр. Пирĕн библиотекăра кĕнекесем валли вырăн çителĕклех. Вĕсем вулакансемшĕн çав тери усăллă пулĕç.

Л.МОРОЗОВА,

ертсе пыракан библиограф



"Каçал Ен"
03 октября 2015
09:26
Поделиться
;