Комсомольский муниципальный округ

Чыс та мухтав вĕрентекенсене!

Пирĕнтен кашниех парта хушшине ларса вулама, çырма, шутлама вĕреннĕ. Ачасене тарăн та паха пĕлỹ парасси çăмăл мар. Педагогсем пин-пин ачана пурнăç çулĕ çине кăларнă. Пулас профессине суйласа илме пулăшнă. Октябрĕн 5-мĕшĕ - вĕрентекенсен кунĕ.

Районти педагогсем професси кунне савăнăçлă лару-тăрура октябрĕн 1-мĕ-шĕнчех уявларĕç. Культурăпа кану центрне вĕренỹ учрежденийĕн ĕçченĕсем, педагогика ветеранĕсем пухăнчĕç. Вĕсене чи малтанах район администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Самаркин, вĕренỹ пайĕн начальникĕ Надежда Петрова саламларĕç.

- Эсир хăвăрăн вăй-халăра шеллемесĕр кашни ачана тарăн пĕлỹ пама тăрăшатăр, вĕсен пултарулăхне аталантаратăр. Сирĕн ĕçĕр парахатарлă. Тавах! - терĕ ашшăн саламласа Алексей Александрович.

Уявра пултаруллă та пуçаруллă педагогсене чысларĕç, маттур ĕçлекенсене уйрăммăн палăртса хăварчĕç.

Шкулта нумай çул тỹрĕ кăмăлпа тăрăшакан хисеплĕ вĕрентекенсене - А.К.  Давыдова, В.В. Басниковăна - "Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле вĕренĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ" ятпа чысланă. РФ Вĕренỹ министерствин Хисеп грамотисене А.Х. Идиатуллина, Л.П. Макарова, В.И. Плешков, С.Ю. Токмакова тивĕçрĕç. Район конкурсĕнче палăрнă чи лайăх педагогсене - Г.С. Азмуковăна, И.А. Соловьевăна, Н.Г. Совинăна, С.В. Антонова, В.В. Воронова  - 3 пин тенкĕлĕх сертификатсем парса саламларĕç. ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕн Кияметдин Мифтахутдиновăн ятран паракан преми хуçисем - И.П. Исаева, В.П. Михайлов, И.В. Спиридонова, Г.Г. Гималдинова, Ф.А. Емельянова вĕрентекенсем.



"Каçал Ен"
03 октября 2015
09:10
Поделиться
;