Комсомольский муниципальный округ

Республика бюджетне 2,366 млрд бюджет кредичĕ хывнă

РФ Правительствин Председателĕпе Дмитрий Медведевпа тата РФ финанс министрĕпе Антон Силуановпа июль уйăхĕнче тĕл пулса, килĕшсе татăлнă май асăннă укçа-тенкĕне хывнă.

Аса илтеретпĕр, июлĕн 9-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Дмитрий Медведев ертсе пынипе йĕркеленĕ канашлăва хутшăннă. Унта Раççейри уйрăм субъектсене пулăшмалли ыйтăва сỹтсе явнă. Июлĕн 24-мĕшĕнче Михаил Игнатьев Антон Силуановпа тĕл пулнă.

Икĕ енлĕ калаçура регион Ертỹçи Чăваш Ен бюджет параметрĕсемпе тата шутлавĕсемпе паллаштарнă. Антон Силуанов республикăри обществăлла финанс управлени эффективлăхне шута илсе, шутлавсен аргуменчĕсене хакласа, информаципе паллашса Чăваш Ен валли хушма бюджет кредичĕ уйăрма килĕшнĕ.

Регионăн асăннă укçа-тенкĕне тĕнчери финанс организацийĕсенчен тата кредит организацийĕсенчен илнĕ бюджет кредичĕн, Чăваш Ен патшалăх хаклă хучĕсен тата кредичĕсен парăм обязательствисене тỹлеме ямалла.

Палăртса хăвармалла, 2015 çулхи пĕрремĕш çур çулта РФ Президенчĕ Владимир Путин хушăвĕпе федераци бюджетĕнчен республика бюджетне 3,2 млрд тенкĕ хывнă. Халĕ вара пĕтĕмĕшле - 5,652 млрд тенкĕ.



"Каçал Ен"
03 октября 2015
09:14
Поделиться
;