Комсомольский муниципальный округ

Ваттисене саламланă

 Октябрĕн 1-10-мĕшĕсенче районта ваттисен кунне халалласа акци йĕркелеме йышăннă. Çак вăхăтра ватăсемпе тĕл пулусем, уяв каçĕсем, концертсем иртмелле.

Акци старт илнĕ ĕнтĕ. Акă, октябрĕн 2-мĕшĕнче "Искра" колхоз ветеранĕсем тĕл пулăва пуçтарăннă. Вĕсене район администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Самаркин, "Искра" колхоз председателĕ Александр Зайцев саламланă. Хырай Ĕнел вăтам шкулĕн вĕренекенĕсем ватăсене юрă-ташăпа савăнтарнă.



"Каçал Ен"
03 октября 2015
09:13
Поделиться
;