Комсомольский муниципальный округ

Михаил Игнатьев инвестици форумне хутшăннă

Октябрĕн 3-мĕшĕнче Пĕтĕм тĕнчери "Сочи - 2015" инвестици форумĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Правительствăн импорта улăштарас енĕпе ĕçлекен комиссийĕн Дмитрий Медведев премьер-министр ертсе пынипе иртнĕ ларăвне хутшăннă. Ларăва пухăннисем федераци субъекчĕсен импорта улăштарас ĕçри пĕлтерĕшне, комиссин ĕç планне сỹтсе явнă.

Правительство пуçлăхĕ Дмитрий Медведев хăйĕн сăмахĕнче хальхи вăхăтра импорта улăштарас тĕллевпе 40 ытла регион планĕсене çирĕплетнине асăннă. Федераци тата регионсем шайĕнче промышленноçа пулăшас тĕллевпе юлашки çулсенче ятарлă çирĕп йĕрке йышăнса хăварма пулăшу кỹнине палăртнă.

Чăваш Республикинче импорта хамăрăн продукципе улăштармалли патшалăх политики ăнăçлă пурнăçланать. Тивĕçлĕ "çул-йĕр карттине" çирĕплетнĕ. Республика территорийĕнче ĕçлекен производствăсене анлăлатас, çĕннисене уçас тĕллевпе инвест-проектсем пурнăçланаççĕ.

Асăннă форумра Михаил Игнатьев РФ ял хуçалăх, промышленноç тата суту-илỹ, ĕçлев, финанс министрĕсемпе Александр Ткачевпа, Денис Мантуровпа, Максим Топилинпа, Антон Силуановпа тĕл пулнă, пĕлтерĕшлĕ ыйтусене сỹтсе явнă.

Форумра Пĕтĕм Раççейри регионсен социаллă аталанăвĕн программисен А.П.Починок ячĕллĕ премие çĕнсе илмелли конкурса пĕтĕмлетнĕ. Ачасем тăлăха тата ашшĕ-амăшĕн ăшшисĕр юласран сыхланса пурнăçламалли профилактикăпа çыхăннă номинацире Шупашкарти çул çитменнисен социаллă реабилитаци центрĕн "Шăпчăк сасси" программине пурнăçланăшăн Чăваш Ен Правительстви Диплома тивĕçнĕ.

Раççей патшалăх социаллă университечĕн ректорĕ Наталья ПОЧИНОК:

- Чăваш Республики Пĕтĕм Раççейри регионсен социаллă аталанăвĕн программисен конкурсĕн чи пысăк наградине иккĕмĕш хут илнипе чăннипех мăнаçланатăп. Чăваш Ен пуçлăхĕ Михаил Игнатьев социаллă сфера тĕлĕшпе питĕ тимлĕ. Ăнăçу вăрттăнлăхĕ - унăн команди регионăн социаллă тĕллевĕсене тĕпе хуни. Кунта вара çак самантра татса памалли нумай ыйту: тивĕçлĕ инструментсем йĕркелемелле, социаллă ыйтусемпе ĕçлекен организацисене аталантармалла, бизнеса социаллă проектсемпе ĕçлеме хавхалантармалла. Çакă чи малтанах субъект ертỹçинчен килет. Çитес çул та республика Правительстви интереслĕ проектсемпе савăнтарасса шанатăп. Пĕлтĕр палăртнă проектсем вара ытти регионсене хунавсем пачĕç ĕнтĕ.



"Каçал Ен"
07 октября 2015
08:38
Поделиться
;