Комсомольский муниципальный округ

Ватăсене саламланă

Октябрĕн 1-10-мĕшĕсенче районта ваттисене халалласа акци иртет.

Акă, октябрĕн 4-мĕшĕнче Çĕнĕ Шăхран ялĕнчи ветерансем тĕл пулăва пуçтарăнчĕç. Ватăсене чи малтанах Комсомольски ял поселенийĕнчи клубсен заведующийĕ Алевтина Трофимова ăшшăн саламласа сăвăсем вуларĕ, шкул ачисем илемлĕ юрăсем шăрантарчĕç.

Пухăннисене Атласкин фермер хуçалăхĕн ветерансен совечĕн председателĕ Л.Тихонова саламларĕ, вăрăм ĕмĕр, кан-лĕ ватлăх, çирĕп сывлăх сунчĕ. Тивĕçлĕ канăва тухнисем пĕрле пухăнса чылайччен калаçса ларчĕç, иртнĕ кунсене аса илчĕç, юрăсем юрларĕç.

Ветерансем уява йыхравланăшăн, саламланăшăн чи малтанах Г.В.Атласкина, В.В.Атласкина, В.В.Миронова, В.В.Васильевăна чĕререн тав турĕç. Вĕсене сума суни, хисеплени темрен те паха.



"Каçал Ен"
07 октября 2015
09:03
Поделиться
;