Комсомольский муниципальный округ

Фестивальте палăрнă

Иртнĕ канмалли кунсенче Хусанти патшалăх культурăпа искусство университетĕнче ỹнер культурин "Этномириада" конкурс-фестивалĕ иртнĕ. Фестивале тĕрлĕ халăх йăли-йĕркине упраса хăварас, пĕр-пĕрин пултарулăхĕпе паллаштарас тĕллевпе кашни çулах йĕркелеççĕ.

Унта районти пултарулăх коллективĕсем те хутшăннă. Аслă Чурачăкри "Тевет" ача-пăча фольклор коллективĕ фестивальте пĕрремĕш вырăн йышăннă. Районти педагогсен хорĕ иккĕмĕш вырăна тухма пултарнă. Уйрăм юрăçсен хушшинче Разиля Серенеева малтисен йышне кĕнĕ.

Коллективсем конкурсран тулли кăмăлпа таврăннă, малашне тата ытти мероприятисене хутшăнма хавхаланнă.



"Каçал Ен"
17 октября 2015
10:54
Поделиться
;