Комсомольский муниципальный округ

Рейтингра - 37-мĕш

Çĕршыври кĕпĕрнаттăрсен эффективлăхĕн 10-мĕш рейтингне пĕтĕмлетнĕ май Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев 37-мĕш вырăн йышăнса пысăк рейтинглисен ушкăнне кĕнĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ 9 пункт çỹлерех хăпарнă, Атăлçи федераци округĕнчи субъектсен пуçлăхĕсен хушшинче чи лайăх кăтартупа палăрнă.

Палăртса хăвармалла, губернаторсен рейтингне общественноçăн социаллă тишкерĕвĕсене, патшалăхăн статистика кăтартăвĕсене, регионти социаллă тата экономика лару-тăрăвне шута илсе хатĕрлеççĕ. Унпа пĕрлех, рейтингăн 10-мĕш кăларăмĕн методикине хушма пĕчĕкленекен коэффициентсене - КОЛ-фактор тата аффиллировани факторне - кĕртнĕ.



"Каçал Ен"
17 октября 2015
10:08
Поделиться
;