Комсомольский муниципальный округ

Грипран сыхланма - вакцинаци

Кашни çулах кĕрхи-хĕллехи тапхăрта ОРВИ тата грипп чирĕсемпе чирлес хăрушлăх ỹсет. Çак чире асăрхаттарас тĕллевпе çĕршывăн регионĕсене ачасемпе аслисем валли грипп чирне хирĕç вакцинăсем илсе килеççĕ. Акă, Комсомольскинчи тĕп больницăра та, республикăри ытти медицина учрежденийĕсемпе танах, грипа хирĕç вакцинаци пуçланнă.

Специалистсем палăртнă тăрăх, вакцинаци - грипа хирĕç профилактика ĕçĕсенчен чи эффективлă мел. Наука тĕпчевĕсем те иммунизаци чирлессине 70-90 процент таранах чакарнине палăртаççĕ. Асăннă вакцина организма сыхлакан антителасем кăларать, вĕсем вара иммунитета инфекципе кĕрешме хавхалантараççĕ.

Вакцинацие халăхăн кашни ушкăнне тума сĕнеççĕ. Уйрăмах вăраха кайнă чирсемпе асапланакансен, йывăр хĕрарăмсен, çынсемпе куллен ĕçлекен профессиллĕ - медицина тата йăлапа транспорт ĕçченĕсен, учительсен, студентсен - вакцинацинчен айккине пăрăнмалла мар.

Прививка тăвас кăмăл тунисен вырăнти участок терапевчĕсем патне пымалла.



"Каçал Ен"
21 октября 2015
13:01
Поделиться
;