Комсомольский муниципальный округ

Сывлăх кунне - тулли кăмăлпа

Спортпа сывлăх кунĕ - савăнăç, хаваслă кăмăл çуратакан уяв. Асăннă уява сывă пурнăç йĕркине пропагандăлас тĕллевпе пуçарнă. Пурте пĕлеççĕ ĕнтĕ - сывă пулас тесен спортпа туслашмалла.

Октябрĕн 17-мĕшĕнче республикăра спортпа сывлăх кунĕ иртнĕ. Акă, район çыннисем те "Кĕтне" физкультурăпа спорт комплексĕнче савăнчĕç.

Шкул ачисем вара волейболла выляса ăмăртрĕç. Унпа пĕрлех С.Яковлев спорт маçтăрĕн парнисемшĕн акватлонра тупăшрĕç. Çамрăксемпе аслă ăрурисем валли Европăри чемпионатсенче темиçе хутчен призер пулнă С.И. Зубарев ячĕпе полиатлон ăмăртăвĕсем иртнĕ. Унта хутшăнакансем те йышлă пулнă. Тупăшура чи маттуррисем çĕнтернĕ.



"Каçал Ен"
24 октября 2015
13:21
Поделиться
;