Чăваш Республики - 5-мĕш вырăнта
Нумаях пулмасть Раççей Федерацийĕнчи чи лайăх шкулсен рейтингне Пĕтĕм Раççейри селекторлă канашлура пăхса тухнă. Ăна Правительство çуртĕнче Правительство председателĕн çумĕ Ольга Голодец ертсе пынă. Асăннă рейтингра Чăваш Республики 5-мĕш вырăнта çирĕпленнĕ.
- Кăçал чи лайăх 500 шкула 81 регионри шкулсем кĕни питĕ савăнтарать, - каланă Ольга Голодец. Раççей Федерацийĕн наукăпа вĕрентỹ министрĕ Дмитрий Ливанов вара хальхи рейтинга ППЭ кăтартăвĕсемпе мар, 9-мĕш классем панă экзаменсене пăхса тухса тишкернине аса илтернĕ.
- 2015 çултанпа шкулсем паракан вĕренỹ пахалăхне 9-мĕш классен экзаменĕсем тăрăх хаклама май пур. Ку пире нумайрах шкулсен результачĕсене тишкерсе суйласа илме пулăшрĕ, - тенĕ вăл.
Министр паллă рейтинга кăçал пĕрремĕш хут Крымпа Севастополь шкулĕсем кĕнине те пĕлтернĕ. Унсăр пуçне вăл ял шкулĕсен вĕрентĕвĕн пахалăхĕ çинче чарăнса тăнă, чи лайăх 5 региона асăнса хăварнă. Вĕсем хушшинче пирĕн республика та пур.
Сăмах май, 2014-2015 çулхи вĕренỹ çулĕн пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх ачасен пултарулăхне аталантарма паракан чи лайăх ялти шкулсем хушшине Г.Е. Егоров ячĕллĕ Вăрмар, Патăрьел 1-мĕш, Муркаш, И.Н. Никифоров ячĕллĕ Вăрнар 1-мĕш, Вăрнар 2-мĕш, Елчĕк, Елчĕк районĕнчи В.В. Андреев ячĕллĕ Лаш-Таяпа, И.Я. Яковлев ячĕллĕ Элĕк, Пăрачкав, Комсомольски 2-мĕш шкулĕсем, Кỹкеçри лицей кĕнĕ.
- Кăçалхи рейтингра чи лайăх ял шкулĕсен шучĕ икĕ хутчен ỹснĕ. Ытларахăшĕ - райцентрти шкулсем. Ку вара райцентрти шкулсенче ресурслă центрсем тăвассипе эпир пурте сахал мар ĕçленине кăтартать. Асăннă шкулсене автобуссемпе илсе килеççĕ, педагогсен квалификацине ỹстерес тытăма çĕнетнĕ, профиллĕ классем уçнă. Пысăк ял шкулĕсенче вĕрентекенсене ĕçлеме, вĕренекенсене пĕлỹ пухма интереслĕ, - тенĕ министр çумĕ Светлана Петрова.
Республикăри ялсенче инновациллĕ вĕрентỹ учрежденийĕсен сетьне йĕркеленĕ. 138 шкулта финанс, пурлăх тата техника никĕсĕ, педагогика ресурсĕсем çине тимлĕх уйăрнă. Çакă вара аслă классенчи ачасене пахалăхлă профиллĕ пĕлỹ илме май парать. Никĕс шкулĕсене кашни кунах 1098 ялтан 12 пин ачана 297 автобус илсе килет.