Кĕнекесене упрар
Кĕнеке фондне тирпейлĕ тытас тата вулакансене библиотекăри кăларăмсене вăхăтра тавăрса пама хăнăхтарас тĕллевпе Шурут ял вулавăшĕнче пĕчĕк вулакансемпе "Кĕнекене тирпейлĕ тыт" калаçу иртрĕ.
Татьяна Козлова библиотекарь ачасене кĕнекесем общество пурлăхĕ шутланнине, вĕсене упрамаллине тĕплĕн ăнлантарса пачĕ. Ачасене "Кĕнеке ỹпкелешет" закладкăсем валеçсе пачĕ. Ун çинче кĕнекепе мĕнлерех усă курмалли йĕркене çырса панă. Çавăн пекех вулавăшра "Кĕнеке больници" те ĕçлет. Ачасем уйăхне пĕрре кунта кĕнекесене "сыватаççĕ". Акă, иртнĕ кунсенче те 2-4-мĕш классенче вĕренекенсем "аманнă" 12 кĕнекене çыпăçтарса çỹлĕк çине вырнаçтарчĕç.
"Каçал Ен"