Комсомольский муниципальный округ

Депутатсем - черетлĕ ларура

Октябрĕн 29-мĕшĕнче район депутачĕсен Пухăвĕн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Унăн ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Самаркин, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, райадминистрацин пайĕсене ертсе пыракансем хутшăнчĕç. Кун йĕркинче икĕ ыйту пăхса тухрĕç. Чи малтанах экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Светлана Ульдина тухса калаçрĕ. Вăл район администрацийĕн муниципаллă харпăрлăхри пурлăха - 9 хваттере - Комсомольски ял поселенийĕн пурлăхĕ çине куçарас ыйтăва пăхса тухса йышăну тума сĕнчĕ. Асăннă хваттерсене авариллĕ тата кивĕ çурт-йĕрте пурăнакансем валли пăхса хунă.

Çавăн пекех депутатсем район администрацийĕн структурине пырса тивекен ыйтăва сỹтсе явса çирĕплетрĕç.



"Каçал Ен"
31 октября 2015
09:32
Поделиться
;