Комсомольский муниципальный округ

Информаци тулли пулмалла

Комсомольски район прокуратури гражданасене тỹлевсĕр медицина пулăшăвĕ парас енĕпе патшалăх программисен гарантийĕсем епле пурнăçланнине пĕлтерсе тăрассине тата сывлăх сыхлавĕнче саккуна пăхăннине тĕрĕсленĕ.

Çавна май районти пĕтĕмĕшле практика офисĕнче граждансене тỹлевсĕр медицина пулăшăвĕ кỹрекен Раççей тата республика программисем пирки пĕлтерекен информаци çуккине тупса палăртнă. Информаци стенчĕ çинче программăсем пирки пĕлтермен, тĕп положенисем тата реквизитсем çук. Унпа пĕрлех программăсемпе килĕшỹллĕн кỹрекен тỹлевсĕр медицина пулăшăвĕн калăпăшне палăртман, условийĕсене асăнман.

Кĕçĕн Каçалти тата Урмаелĕнчи пĕтĕмĕшле практика офисĕсенче, Çĕнĕ Шăхранти фельдшерпа акушер пунктĕнче те çакăн пек çитменлĕхсемех.

Информаци стенчĕсем çинче кирлĕ информаци вырнаçтарасси - район тĕп больницин тĕп врачĕн поликлиника енĕпе ĕçлекен çумĕн тивĕçĕ. Тухтăр çумне административлă йĕркене пăснăшăн, Чăваш Республикинчи сывлăх надзорĕ 10 пин тенкĕ штраф пама йышăннă.

Унсăр пуçне райбольница тĕп тухтăрне çитменлĕхсене пĕтерме представлени çырнă, должноçри çынсене явап тыттарма ыйтнă.

В.НИКОЛАЕВ, район прокурорĕ.



"Каçал Ен"
31 октября 2015
09:43
Поделиться
;