Комсомольский муниципальный округ

Кĕр уявĕ

Александровка тĕп шкулĕнче вĕренекенсем кĕр уявне пухăннă. Ун тĕлне ачасем тĕплĕн хатĕрленнĕ: стена хаçачĕсем кăларнă, сăвă-юрăсем, кулăшла сценкăсемпе тĕрлĕ жанрлă номерсем.

Акă уява Кĕр пики (6-мĕш класра вĕренекен Е.Петрова) çитрĕ. Вăл хăйĕнпе пĕрле вăрманти тусĕсене ертсе килнĕ. Мĕнле кăна чĕрчун çук-тăр унта! Илемлĕ тумлă тилĕ, патвар упа, сăрă кашкăр, çăмламас хỹреллĕ пакша, хăравçă мулкач, чее кушак - пурте хăйĕн черетне кĕтеççĕ, пултарулăхĕпе паллаштарма васкаççĕ. Жюри членĕсем чи маттур чĕрчунсене пысăк хакпа хакларĕç. Чи харсăррисем вара кĕçĕн класс ачисем пулчĕç: пĕрремĕш вырăна иккĕмĕш класс ачисем, иккĕмĕшне - пĕрремĕш тата тăваттăмĕш классем, виççĕмĕшне - виççĕмĕш класра вĕренекенсем йышăнчĕç. Аслă классенче вĕренекенсем хушшинче улттăмĕш классем пĕрремĕш, тăххăрмĕшсем - иккĕмĕш, çиччĕмĕш класс ачисем - виççĕмĕш пулчĕç. Лайăх хаçат кăларакансем парнесене тивĕçрĕç. Кашни класс Кĕр пики умĕнче юрăсемпе сăвăсем, сценкăсем кăтартрĕ. Иккĕмĕш класс ачисем "Мĕншĕн упа хĕлле çывăрать?" юрра юрларĕç, улттăмĕшсем - "Чĕрĕп", пĕрремĕшсем - "Йăвача" юмах лартрĕç, тăххăрмĕшсем "Хура кушак", саккăрмĕшсем "Мулкач" сăвăсене вуларĕç, пиллĕкмĕшсем те хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç те, тĕлĕнтерчĕç те. Уйрăм вĕренекенсем хушшинче ачасене А.Воробьев (4-мĕш класс), Н.Филиппов (6-мĕш класс), Д.Зайцев (8-мĕш класс), В.Самигулин (8-мĕш класс) пултарулăхĕ килĕшрĕ. Кĕр уявĕ пурин кăмăлне те кайрĕ. Ăна çак шкулта аслă вожатăй пулса ĕçлекен И.В.Белкова йĕркелесе ертсе пычĕ. Ачасем Кĕр пикипе ăшшăн уйрăлчĕç. "Килес çул тепре тĕл пуличчен", - тесе сывпуллашса алă сулчĕç.

Н.АЛЕКСЕЕВ,

5-мĕш класс



"Каçал Ен"
31 октября 2015
13:06
Поделиться
;